Аппасемпе пиччесем, шăллăмсемпе йăмăксем — тăвансем кăна мар, вĕсем пирĕн тĕрек, пулăшу тата чун уçса калаçакан çынсем, чĕре лăпкăлăхĕ. Вĕсем — чи шăнчăклă та çывăх юлташсем, пире атте-анне çурчĕн ăшшипе çыхăнтараканнисем. Час-часах тĕл пулăр, пĕр-пĕрне упрăр, сывлăхлă та телейлĕ пулăр!