«Валюта рынокĕнче пĕрмай улшăнусем пулнăран пирĕн шалти тавар тупăшлăрах. Пирĕн патра вырăнти производительсем çителĕклĕ, çав шутра теплицăсенче пахчаçимĕç ÿстерекенсем те, вĕсем рынока таварпа тивĕçтерме пултараççех. Кунсăр пуçне Патшалăх комитечĕ пĕлтĕрхи сентябрьтеньпе социаллă апатлану сферинче тавар кăларакансен сыпăкĕсене тăвассипе планпа ĕçлет», - тенĕ вăл.