Пĕтĕм Раççейпе пыракан #МыВместе акци йĕркипе районта пурăнакан 65 çултан аслăрах сахал тупашлă граждансем тÿлевсĕр апат-çимĕç пуххисем илнĕ. Пулăшу Пĕтĕм Раççей халăх фронтĕнчен килнĕ.
Апат-çимĕç пуххине 10 позици кĕрет — кĕрпе (хуратул, рис, пăрçа), чей, консервă, макарон, çăратнă сĕт (тĕпрен илсен, пурне те республикăра кăларнă тавартан пухнă).
Паян районти волонтерсем хăрушлăх правилисене çирĕп пăхăнса 470 апат-çимĕç пуххи валеçнĕ. Пулăшу илекенсен списокне ПР Çемье, ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви тунă.
Апрелĕн 23-мĕшĕнчен социаллă пулăшăва — апат-çимĕç пуххине — нумай ачаллă сахал тупăшлă çемьесем илмелле (вĕсенче кашни çын пуçне тивекен тупăш Пушкăртстанра çирĕплетнĕ ачана пурăнма кирлĕ минимумран сахалрах пулсан).
Сăнÿкерчĕкĕ: Ирина ФОМИНА.