Çутă çул
+22 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
22 Апрелӗн 2020, 11:06

Путин Алихановпа телекĕпер ирттернĕ вăхăтра губернатор ыйтнине сÿтсе явма Силуанова шăнкăравланă

#владимирпутинРФ Президенчĕ Владимир Путин Минфин пуçлăхне Антон Силуанова 2022 çул тĕлне Калининград облаçĕн социаллă-экономика аталанăвĕн хушма программине туллин финанслама хушнă.

Çакнашкал хушăва вăл Калининград облаçĕн губернаторĕпе Антон Алихановпа видеоконференци ирттернĕ чух панă. Антон Алиханов Президента Калининград облаçĕн социаллă-экономика аталанăвĕн хушма программине пурнăçлама укçа-тенке 2022 çултан мар, çитес çултан уйăрса пама ыйтнă. Калаçу пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă объектсем пирки пырать.
«2022 çултан Калининград облаçне аталантармалли хушма программăна финанслама планланăччĕ. Вăл финансированине 2021 çултан пуçлама ыйтать. Хушма расхутсене шута илсен, çакна туса пулмасть тесе ăнланатăп. Çапла-и? Е вăл ыйтнине мĕнле те пулин пурнăçласа пулать-и?» — ыйтнă Путин Силуановран.
Министр хушма программăна 2022 çулта финанслама планланă задание сыхласа хăварма ыйтнă.
«Юрĕ, Антон Германович, çапла калаçса татăлăпăр. Анчах 2022 çулта планланине туллин финанслассине пăхса хăварăр», — хушнă президент.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: