Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Апрелӗн 2020, 14:22

Каллех çӗр пайлаççӗ

Чăваш Ен çыннисемпе Китай инвесторӗсен хушшинче пуçланнă конфликт вӗçленмен-ха, ыйтăва пуçӗпех татса парас вырăнне паллă мар вăхăта куçарни кăна паллă.

Чăваш Ен массăллă хыпар хатӗрӗсем Республика Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаев апрелӗн 21-мӗшӗнче ку калаçу патне тепӗр хут таврăннине хыпарлаççӗ. Чиновниксем Китай инвесторӗсемпе завод тăвас ыйтупа дистанцилле лару ирттернӗ иккен. Аса илтеретпӗр, ялхуçалăх комплексӗ валли çӗр уйăрассипе пысăк чăрмав кунта. Вырăнти халăх хăй территорине ял хуçалăхӗнче репутацийӗ питех чаплах мар Китай çыннисене кӗртесшӗн мар. Çапла Муркаш, Шупашкар, Çӗрпÿ, Çӗмӗрле районӗсен çыннисем хăйсен çӗрӗсене кар тăрса хÿтӗлеме тухнă. Вăл вăхăтри çемçе кăмăллă Пуçлăх Михаил Игнатьев халăха ÿкӗте кӗртеймерӗ, тен, хăй те пӗр шухăшлă пулса ÿкӗте кӗтес тесе питех тăрăшмарӗ. Мӗн-мӗн те, ял ачи пулнăскер тата нумай çул ял хуçалăх отраслӗнче ӗçленӗскер, çӗршӗн мӗн лайăххипе начаррине çын сăмахӗсем тăрăх мар чухлатчӗ-тӗр.
Çӗнӗ ертӳçӗн Олег Николаевăн «машинине» хирӗç тăрайӗ-ши хальхинче халăх? Питӗ иккӗленÿллӗ, мӗншӗн тесен, вырăссем калашле, процесс пуçланнă. Хальхи вăхăтра Китайсем валли 4 пин пуç сăвăнакан тата 2 пин пуç какай валли ӗне-выльăх ӗрчетмелли комплекс лартма Пăрачкав районӗнче 5 пин гектар лаптăк çӗре арендăна панă. Проектăн пӗрремӗш тапхăрӗ кăна-ха ку. Малалла лаптăка Çӗмӗрле тăрăхӗнче сарас шухăш пур. Чăваш Ен ертӳçин шучӗпе, çуракире инвесторсем валли уйăрнă çӗрсем пушă тăмалла мар имӗш. Китайсем вара çӗр ӗçӗпе çӗршер çул ӗçлекен «тăм пуç» чăваша çӗнӗлле ӗçлеме вӗрентӗç, выçă вилесрен ӗç вырăнӗпе тивӗçтерӗç... Хăй умӗнхи Пуçлăх проекта мӗншӗн пурнăçлайманнин сăлтавӗ те паллă, халăха проектăн кирлӗлӗхне ăнлантарайман иккен леш. Çӗнӗ ертӳçӗ халăхпа тӗплӗн калаçма хатӗрленни сисӗнет. Анчах мӗнле? Пулӗ-и хальхинче диалог тата кирлех-ши чиновника халăх шухăшӗ?
«Сувар».
Читайте нас: