Ку эрнере сывлăха çирӗплетесси çинчен шутлăр. Вăй-халпа пӗлмесӗр усă курнипе ывăнса çитетӗр, иммунитет хавшать. Эрне вӗçнелле ăс-тăн пултарулăхӗ ӳсет. Тăвансемпе, юлташсемпе килӗштерме ăнăçлă вăхăт. Арлă-арăмлисен вăрçăнас темесен çивӗч ыйтусене тӗкӗнмелле мар. Ӗçлӗ лайăх сӗнӳ паракансем тупăнӗç, ку кӗтнӗ çитӗнӗве тума пулăшӗ.
Эрне пуçламăшӗнче харпăр пурнăçра проблемăсем пулӗç. Ырă мар хыпарпа çыхăннă калаçу пулӗ. Лăпкă пулма тăрăшăр, бизнесра финанс темине хальлӗхе ан тӗкӗнӗр. Тумтире çӗнетни, харпăр имиджа улăштарни усса кайӗ. Канмаллисенче сывлăха çирӗплетекен процедурăсем тăвăр.
Тăвансемпе хутшăнусене лайăхлатма аван эрне. Тавлашу хускатас темесен эмоцисене тытма пӗлӗр. Юсав ӗçӗсене пуçлама тăхтамалла, пурпӗрех пулăшакан пулмӗ. Эрне варринче ырă хыпар кӗтӗр. Шалти сисӗм вăйланни ӗçре çитӗнӳ тума пулăшӗ. Канмаллисене ачасемпе ирттерӗр.
Ку эрнере тăвансемпе хутшăнусем кăткăсланма пултараççӗ, уйрăмах йăмăк-шăллăрсемпе. Сăпайлăрах пулма тăрăшăр. Çулçӳревсемпе тӗлпулусен вăхăчӗ мар. Эрне вӗçнелле пӗччен пулса ырă ӗç тăвăр: нушарисене пулăшăр, кӗлӗсем вулăр.
Укçăра çухатас темесен асăрхануллăрах пулăр. Ку эрнере туяннă япаласем ăнăçсăр пулма пултараççӗ. Сывлăхăра çирӗплетме спортпа туслашни пулăшӗ. Социаллă сетьсенче юлташсен шучӗ ӳсӗ. Пӗчченнисем интереслӗ çынпа паллашӗç, ун патне юратуллă туйăмсем çуралӗç. Эрех-сăрапа тирпейлӗрех пулăр.
Ыттисен шухăшӗпе килӗшменнипе тавлашусем пулма пултараççӗ, хутшăнусем çивӗчленеççӗ. Тренажер залне çӳреме тытăнни усă кӳрӗ. Юрату фронтӗнче йăлт аван: сире пӗр вӗçсӗр комплиментсем тăвӗç, парнесем парӗç. Статуспа хăвăртан пысăкрах çынпа романтикăлла хутшăнусем пуçланма пултараççӗ. Укçа кивçен никама та ан парăр, хăвăр та парăма ан кӗрӗр.
Сывлăх япăхнипе е урăх сăлтава пула питех тухса çӳреймӗр. Хăвăра шанни чакма пултарать, иккӗленӳллӗ шухăшсем çуралаççӗ. Арлă-арăмлă хутшăнусем вара лайăхланаççӗ. Венчете тăма аван вăхăт. Канмалли кунсенче хăнана чӗнме пултараççӗ.
Ку эрнере çын çине ытла тухса ан çӳрӗр. Юлташсемпе хутшăнусем кăшт йывăрланма пултараççӗ, тӗк тăнă çӗртен тавлашусем сиксе тухӗç. Çавăнпа вăхăтлăха никампа та пит ан хутшăнăр. Кил-çурта тирпейлеме, юсав ӗçӗсем пуçлама, кирлӗ мар япаласене кăларса ывăтма ăнăçлă эрне. Ку сывлăхшăн та усăллă пулӗ.
Лартнă тӗллеве пурнăçлама татăклă утăмсем тăватăр. Анчах çынсемпе пит тӳрккес ан пулăр. Ку карьерăна та, арлă-арăмлă хутшăнусене те сиен кӳрӗ. Эрне вӗçӗ савнисемшӗн ăнăçлă. Хăш-пӗрне пӗрлешме сӗнӳ тăвӗç. Çывăх çыннăрсене парне тума тăрăшăр. Ачасене тимлӗх уйăрăр, унта-кунта тухса çӳреме тăхтамалла.
Ку эрне студентсемшӗн çăмăлах пулмӗ. Вӗренӳре юлса пыракансемшӗн уйрăмах. Тăрăшсан та материала туллин ăса хываймăр. Эрне варри çемьеллисемшӗн ăнăçлă, кил-çурта тирпейлени уссăллă пулӗ. Ӗçри плансем улшăнма пултараççӗ, çӗнӗлле ӗçлеме тивӗ. Укçа-тенкӗпе перекетлӗ усă курăр.
Чăкăлтăш та кăткăс лару-тăрусем час-час пулнипе ывăнса çитетӗр. Аманас мар тесен çул çинче тимлӗ пулăр. Килти техникăпа та асăрханса усă курăр. Планпа лартнă операцие урăх вăхăта куçарма ыйтăр. Обществăлла мероприятисене хутшăнни кăшт канма пулăшӗ. Пӗчченнисен савни тупас шанăç ӳсет.
Пӗр-пӗрне ăнланма пăрахнипе арлă-арăмлисен хутшăнăвӗсем пăсăлма пултараççӗ. Эмоцисене тытма пӗлсен эрне варрине килти лару-тăру лайăхланӗ. Укçа-тенкӗпе перекетлӗрех пулма тăрăшăр, пуçтарнине çухатас темесен финанс операцийӗсене ан хутшăнăр.