«Пысăк хуйхă пырса тивнĕ, çывăх çыннисене çухатнă çемьесене вĕсемпе пĕрле хурланни пирки пĕлтеретĕп», — тенĕ патшалăх пуçлăхĕ. Президент теветкеллĕхе ниме те хуманни, мĕнпур чикĕленисене пăрахăçлама ыйтни обществăна аваллăха тавăрни пулать, тенĕ.
«Пиртен кашнин лăпкăн сывласа илсе пурте вĕçленчĕ тесе калас килет. Çитменнине урамра — çуркунне. Чылайăшĕ май уявĕсене пахчара, дача участокĕсенче ирттерме планлатчĕ. Анчах халĕ яваплăха туллин туймалла, шухăшламасăр хăтланмалла мар.
Кама-тăр нимĕнле хăрушлăх çук пек туйăнма пултарать, чылайăшĕ хăрушлăха хăй куçĕпе курмасть, туймасть. Мĕншĕн тесен Мускавра 48 пин çын чирлет — çакă вăл тĕп хулара пурăнакансен 0,4 проценчĕ», — тенĕ президент.
Раççей лидерĕ май уявĕсене çĕршывра коронавируса хирĕç кĕрешмелли татăклă самант тенĕ. Путин коронавируса пула кĕртнĕ мерăсене пăхăнмасăр çынсен хăрушлăхĕпе сывлăхне мар, хăйсен ирĕклĕхне мала хунисене эгоистсем тенĕ. Çĕршывра йышăннă решенисем шăпах кашни çын пурнăçĕн хаклăхне тата ирĕклĕхне мала хуни пулса тăнине палăртса хăварнă Владимир Путин.