Çутă çул
+22 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
5 Майӑн 2020, 11:19

Ветерансене уяв ячĕпе апат-çимĕç наборĕсем валеçĕç

Майăн 7-мĕшĕнчен волонтерсем ветерансене апат-çимĕç наборĕсем валеçме пуслаççĕ. Вĕсене республикăри 62 муниципалитетра пурăнакан Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă 932 ветеран илĕ.

Пушкăртстан пуçлăхе Радий Хабиров наборсен тытăмĕпе паллашнă. 3,5 пин тенкĕ тăракан уяв ячĕпе хатĕрленĕ наборта тĕрлĕрен улма-çырла, консервăсем, какай тата пулă изделийĕсем, канфитсем, çав шутра республикăра туса кăларнă ĕне ашĕ, чăкăт, пыл.
«Наборсемпе питĕ тимлĕ пулма ыйтатăп, — тенĕ Радий Хабиров. — Волонтерсем малтан мĕнпур апат-çимĕçе тĕрĕслеччĕр, унта улма-çырла та пур вĕт. Ватă çынсен уявне пăссан питĕ намăс пулать».
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.
Читайте нас: