Раççей Президенчĕ Владимир Путин паян коронавируспа йĕркеленнĕ лару-тăру пирки маларах йышăннă решенисене пурнăçланине чысланă канашлу ирттерет. ТАСС пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков асăннă мероприятинче чикĕленинчен тапхăр-тапхăрпа тухасси пирки ыйтусене сÿтсе яваççĕ.
«Майăн 6-мĕшĕнче Президент маларах йышăннă решенисене мĕнле пурнăçланă ыйтусем тăрăх калаçаççĕ тата сĕнÿсене итлеççĕ», — тенĕ Кремль представителĕ.
Маларах Путин майăн 12-мĕшĕнчен пуçласа тапхăр-тапхăрпа йĕркеллĕ пурнăçа таврăнма пуçлама хушнă. Вăл коронавируса хирĕç кĕрешме йышăннă мерăсене, экономикăпа социаллă сферăра лару-тăрăва йĕркелеме йышăннă решенисене пĕтĕмлетнĕ. Ÿпкесене искусственнăй вентиляци тумалли аппаратсем тата ытти оборудовани, хÿтлĕх хатĕрĕсем ытларах тунине палăртса хăварнă.
Анчах та патшалăх пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, малта эпидемие хирĕç кĕрешмелли чи хĕрÿ тапхăрсенчен пĕри кĕтет. «Пирĕн пурин те дисциплинăллă, мобиллĕ пулмалла. Эпидеми хумĕ чактăр тесе пурне те тумалла», — тенĕ вăл. Çĕршывра ĕçлемелли мар кунсене майăн 11-мĕшĕнчен тăсни пирки те каланă.