Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Майӑн 2020, 11:01

Владимир Путин «Вилĕмсĕр полк» онлайн-акцине хутшăннă

#владимирпутинРаççей Президенчĕ Владимир Путин кăçал онлайн-режимпа иртнĕ «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăннă.

Президент Раççей çыннисене Хĕрлĕ площадьпе пурпĕр кăçал утса иртетпĕр, тесе сăмах панă.
— Эпир сирĕнпе пĕр стройпа утатпăр-и е паянхи пек килте юлатпăр-и, пирĕн геройсем пирĕн чĕресенче юлаççĕ. Ĕмĕр-ĕмĕр çапла пулать, вĕсем яланах пирĕнпе. Хĕрлĕ площадьри брусчаткăпа пирĕн геройсене хисеп тунине пĕлтерсе, пурпер иртетпĕрех, — тенĕ вăл «Россия.24» телеканал эфирĕнче.
Путин ветерансене тата Раççей гражданĕсене Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕпе саламланă, Раççей Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтернĕренпе чаплă юбилее масштаблă уявласси пирки шантарса каланă.
Яндекс.Новости
Читайте нас: