Çутă çул
+22 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
13 Майӑн 2020, 11:52

«Уфа» аэропорта Якутинчи вахтовиксемпе черетлĕ рейс килсе çитнĕ

Ĕнер, майăн 12-мĕшĕнче, «Якутия» авиакомпанин SYL 9238 рейсĕ Талаканран Уфана Чаяндин месторожденинче ĕçлекен 139 вахтовик илсе килнĕ.

Маларах пĕлтернĕ тăрăх, Чаяндин месторожденинче коронавирус сарăлма пуçланă. Килсе çитнисене санитари врачĕсемпе аэропорт представителĕсем борт çине хăпарнă. Пассажирсен ÿт температурине виçнĕ, унтан вĕсене трап патĕнче кĕтсе тăракан автобуссене лартса Белорецк районĕнчи обсерватора илсе кайнă.
Рейса тивĕçтерекен аэропорт ĕçченĕсем хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăннă, пурне те уйрăм хÿтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Пассажирсен багажне, сывлăш карапне «Республиканский центр дезинфекции» ГБУЗ ĕçченĕсем дезинфекциленĕ.
Хальхи вăхăтра Пушкăртстан республикăра пурăнакан 1489 вахтовика йышăннă ĕнтĕ.
«Панорама».
Читайте нас: