Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Майӑн 2020, 10:47

Владимир Путин Раççейри наци шухăшĕ пирки каланă

#владимирпутинÇакăн пирки патшалăх пуçлăхĕ «Москва. Кремль. Путин» телекăларăмра каланă.

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн шухăшĕпе, Раççейри тĕп наци шухăшĕ вăл — патриотизм.
«Москва. Кремль. Путин» телекăларăмра интервью вăхăтĕнче Путин патриотизмăн «йÿçнĕ шăршăллă, пăнтăхнă, йÿçĕ» пулмалла мар тесе палăртнă. Путин шучĕпе, патриотизмăн тĕп тĕшши — хăвăн пурнăçна çĕршыва аталантарма чысланинче. Çав вăхăтрах çĕршывăн паттăрла историне кăна илмелле мар, малашлăхпа пурăнмалла.
Унччен Владимир Путин Польша Адольф Гитлерпа калаçса килĕшни пирки каланăччĕ. РФ пуçлахĕ 1938 çулта Польша влаçĕсем Виççĕмĕш рейх фюрерĕпе Чехословакине уйăрма калаçса килĕшнĕ пулни пирки каланă. Польша чиновникĕсем Гитлерпа тачă çыхăнура пулнă.
РИА Новости.
Читайте нас: