Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
14 Майӑн 2020, 11:01

Путин: "Раççей çар авиаципе чылай çĕршывсенчен ирттерет"

#владимирпутинРаççей çар самолечĕсемпе вертолечĕсем хăш-пĕр параметрĕсемпе ют çĕршывсеннинчен чылай лайăхрах, тенĕ Владимир Путин авиаци промышленноçне тата авиаципе çăк турттарассине чысланă канашлура.

Раççей — кирек кампа та тупăшма пултаракан граждан авиацийĕ тата вĕçекен эффективлă аппаратсем кăларакан çĕршывсенчен пĕри, илсе кăтартать патшалăх пуçлăхĕн сăмахĕсене «Россия 24» телеканал.
Халĕ асăннă отрасле пулăшмалла, хамăр çĕршыври уникаллĕ авиаци предприятийĕсене нагрузка памалла, хушса хунă Путин.
Майăн 11-мĕшĕнче МИХ Раççейре вĕр-çĕнĕ гиперсаслă ракета сăнавĕ ирттерни çинчен пĕлтернĕ. Ăна Ту-22М3М бомбардировщик çинчен янă.
Вести.ру.
Читайте нас: