Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
14 Майӑн 2020, 15:40

Радий Хабиров: «Самоизоляци йĕркине çăмăллатма йышăнтăмăр»

Радий Хабиров Пĕрремĕш канал ведущисен Пушкăртстанра самоизоляци йĕркине мĕншĕн çăмăллатни çинчен ыйтăвĕсене хуравланă.

Республика Пуçлăхĕ «Док-Ток» шоу эфирĕнче Александр Гордонпа Елена Малышевана Пушкăртстанра мĕншĕн самоизоляци йĕркине çăмăллатни тата регион медицини коронавируспа чирленине хирĕç тăма мĕнле хатĕрленни пирки каласа панă.
Радий Хабиров самоизоляци йĕрки вăйра тăнă вăхăтра коронавируслă пациентсем валли койка фончĕ хатĕрлеме пултарнине уйрăм палăртса хăварнă. 3000 вырăн хатĕрленĕ, вĕсенчен 32-рен кемрех проценчĕпе кăна усă кураççĕ, койка фончĕн 70 проценчĕ чирлисене йышăнма хатĕр.
Унсăр пуçне майăн 27-мĕшĕнче 500 койкăлăх инфекци центрне туса пĕтермелле. Икĕ уйăх тăршшĕнче Уфара тунă госпитале ку чухнехи оборудованипе тивĕçтереççĕ, çав шутра КТ, кислород лабораторийĕпе, ИВЛ аппарачĕсемпе т. ыт. те.
Радий Хабиров Пушкăртстан РФ субъекчĕсем хушшинче коронавируспа тест ирттерессипе 5-6-мĕш тата Атăлçи федераллĕ округра пĕрремĕш вырăнта пулнине палăртса хăварнă.
Республикăра инфекци ернĕ çынсене коронавируспа чирлесе сывалнă донорсен плазмине яма пуçланă. Ытти чылай мерăсем йышăннă.
«Çавăнпа та эпир самоизоляци йĕркине кăштах чакарма шут тытрăмăр, медицинăна хатĕрлерĕмĕр, медиксем хăйсем те хатĕр. Коронавируса хирĕç кĕрешессине инфекционистсем кăна мар, ытти профиль врачĕсем те хутшăнаççĕ», — тенĕ республика ертÿçи.
МИХ материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: