Депутатсем Раҫҫей правительствине Ҫӗнӗ ҫул каникулне икӗ эрнелӗхе тӑсма сӗннӗ. Парти членӗсем ҫакна коронавирус сарӑлнипе тумалла тесе шутлаҫҫӗ. Раҫҫейре ӗҫлекенсен ӗҫ укҫи упранса юлмалла,пӗлтерет РИА Новости. Ҫакӑн пек шухӑша ырласан граждансем январӗн 25-мӗшӗнче кӑна ӗҫе тухӗҫ.