Район ҫыхӑнӑвӗн узелӗнче шанчӑклӑ та тӗрӗсленӗ кадрсем ӗҫленӗ. Вӗсенчен пӗри Петр Николаев — Пелепей МУЭСĕн «Башинформсвязь» ОАО телефон ҫыхӑнӑвӗн улттăмĕш разряд электромонтерӗ.
Петр Иванович ҫыхӑнури ӗҫ стажӗ 47 ҫул шутланать. Хӑйӗн ӗҫ биографине вӑл 1972 ҫулта 8 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн пуҫланӑ. 18 ҫула ҫитсен линейнӑй монтер (ҫӳле хӑпарма правӑсӑр) иккӗмӗш разрядпа йышӑннă. Профессие ӗҫленĕ май вӗреннӗ. Пӗр хутчен çеç Совет Ҫарне службăна кайнăран ĕçе пăрахма тивнĕ. Ҫарта вӑл, паллах, ҫыхӑну ҫарӗсенче службӑра тӑнӑ. Унтан каллех район ҫыхӑнӑвӗн тӑван коллективне таврӑннă.
Тӗрлӗ вӑхӑтра Петр Николаев Пишпÿлек — Пелепей, Пишпÿлек — Хушăлка, Пишпÿлек—Пăслăк, Пишпÿлек — Ермолкин, Пишпÿлек — Приютово хушшинчи ҫыхӑну кабелӗсен сывлӑшри линийӗсене пӑхса тухнӑ. 2000 ҫултан пуҫласа П.И. Николаев Пишпÿлекри ҫыхӑну линийӗсене пӑхса тухнӑ.
2015 ҫулта Николаев пенси ҫулне ҫитнӗ, анчах 2020 ҫулччен ӗҫлеме пӑрахман.
— Петр Иванович яланах питӗ лайӑх тата питӗ яваплӑ ӗҫчен пулнӑ. Анчах 65 ҫул тултарсан штат расписанине оптимизаци тунипе тата кӗскетнине пула, унпа килӗшӗве пырса, Петр Ивановичпа ӑшшӑн сывпуллашса тивӗҫлӗ канӑва ӑсатрӑмӑр, — тет РУС начальникӗ Иль-шат Ригатович Мударисов.
— Телефон линийӗсене тӗрӗслени, проводсем татăлнине юсани, телефон линийӗсенче вӗтлӗх касни пире хӗлле йӗлтӗрпе туслаштарма хистетчӗ, — кулкаласа аса илет Петр Иванович. — Ку вара нумай ҫул хушшинче киленĕве çаврăнчĕ. Эпӗ хам мӗн ачаранах йӗлтӗрпе чупма юрататтӑм. Пирӗн отрасльти спартакиадӑсене тата зональнӑй йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсене пӗрре мар хутшӑннӑ, манӑн яланах малти вырӑнсем пулнă. Пӗррехинче Пелепейре пӗрремӗш вырӑн йышӑнтӑм. Йӗлтӗрпе халӗ те туслӑ. Анчах та эпӗ 60 ҫул тултарсан коньки ҫине пуçласа тӑтӑм. Мӑнука райцентр катокне илсе ҫӳреме тытӑнтăм та ФОКра вӑхӑтлӑха усӑ курма илнӗ конькипе ярӑнса пӑхма шут тытрăм. Пулчӗ! Ача пек савӑнтăм. Ҫулла велосипедпа тӑтӑшах ярӑнса ҫӳретӗп, ҫуран ҫӳреме юрататӑп.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Тĕплĕнрех "Светлый путь" хаçатра вулăр.