Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
22 Июлӗн 2021, 12:56

«Сырса илсен те çыртаймĕç, вĕсен çăварĕ çук»,

— лăплантарать БашГУ Зоологи музейӗн заведующийӗ Михаил Кривошеев.  

«Сырса илсен те çыртаймĕç, вĕсен çăварĕ çук»,
«Сырса илсен те çыртаймĕç, вĕсен çăварĕ çук»,

Стерлитамак ҫынни ҫӗрле юлса мобильнӑй телефон камерипе хурт-кӑпшанкӑсем тапӑннине ÿкернĕ. Видео авторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хурт-кӑпшанкӑ пӗлӗчĕсем Бельский кĕпер ҫинчи хунарсем патне пуҫтарӑннӑ.

«Башинформ» агентство корреспонденчӗ ку мӗнле хурт-кӑпшанкӑ пулнине, ҫыншӑн хӑрушӑ маррине пӗлме шут тытнӑ. Ҫак ыйтусем ҫине БашГУ Зоологи музейӗн заведующийӗ Михаил Кривошеев хуравланă.

«Эпӗ 100 проценчĕпе шанатӑп: ку мошка та мар, вӑрӑмтуна та мар, падёнкăсем. Вӗсем ик – виҫӗ ҫул шыв айӗнче аталанаҫҫӗ, унтан массӑллӑ ак ҫапла темиҫе кун хушшине тухаҫҫӗ — пӗр вӑхӑтрах питӗ нумаййӑн аҫисем те, амисем те, ӗрчес, ҫӑмарта хӑварас тесе. Аçисем пĕтĕçнĕ хыҫҫӑн тӳрех вилеҫҫӗ, амисем тата темиҫе кун пурӑнма пултараҫҫӗ. Ку аван, мӗншӗн тесен тӗрлӗ вӑхӑтра тухмасан, партнера тупма йывӑртарах. Ҫавӑнпа та пӗр вӑхӑтрах, нумаййӑн тухаҫҫӗ. Вӗсене «пулӑҫсен вилӗмӗ» теҫҫӗ-ха: ку вӑхӑтра пулӑ тытма усси çук, пулӑ валли апат тем чухлĕ, мӗншӗн тесен ҫав падёнкăсем шыва таврӑнаҫҫӗ, ӳкеҫҫӗ, вилеҫҫӗ. Пулӑ валли апат нумай. Кайӑксемшӗн те ку пысӑк телей, ҫара ҫерҫисем валли те апат-ҫимӗҫ нумай. Ҫавӑн пек илем пулса тухать — вӗҫен кайӑксен, çара çерçисен, пулӑсен шучӗ ӳсет», — ӑнлантарчӗ эксперт.

«Вӗсем хунарсем патне вӗҫеҫҫӗ те. Тӗнче вара ҫав тери пысӑк, тӗттӗмре пӗр-пӗрне шыраса тупма хĕнтерех. Ҫак вӑхӑтра хунарлӑ ҫын пырсан, вӗсем ӑна сырса илӗҫ, анчах вӗсен çăвар аппарачӗ те ҫук, çавăнпа та ӑна вĕсем çыртаймĕç», — хушса хучӗ Михаил Кривошеев.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Стерлитамак Сити, Vk | Видео: Стерлитамак Сити, Vk

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: