

Пишпÿлек ял совечӗн территорийӗнчи вандалсене кам явап тыттарĕ?
2018 ҫултан пуҫласа Пишпӳлек ялӗнче «Формирование комфортной городской среды» муниципалитет программине пурнӑҫлас шайра ку чухнехилле парксене, кӗперсене, нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене, ытти территорисене тирпей-илем кӗртес енӗпе пысăк ӗҫсем иртеҫҫӗ.
Анчах та Пишпÿлекри илемпе тирпейлех пурне те килĕшмест пулас.
2021 ҫулхи июльте Пишпÿлекри Мунча тăкăрлăкĕнчи ҫуран ҫӳрекенсен кӗперне тирпей-илем кӗртес енӗпе ĕçсем пурнӑҫланӑ: ӗҫсен проект хакӗ 1134000,76 тенкӗ шутланнӑ. Анчах кунта, кӗпер айӗнче, йӑлари хытӑ каяшсем валли контейнерсем пур пулин те, паллӑ мар ҫынсем йӑлари ҫӳп-ҫап купи йӗркелеме пуҫларӗҫ. Ахăртнех, хӑш-пӗр граждансене хӑйсен кулленхи ҫӳп-ҫапне контейнер патне ҫитерме ӳркевлӗ пулас, нумай хваттерлӗ кашни ҫурт, предприяти, организаципе учреждени çÿп-çапшăн кашни уйăхра тÿлет вĕт. Контейнерсем Пишпÿлек урамĕсенче çителĕклĕ. Пакета тултарнă лăпăр-лапăра кĕпер айне пăрахса хăварма алли мĕнле çĕкленет-ши çав çынсен?
2020 ҫулта Тӑван çӗршыва хӳтӗлевçисен паркне тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫсем ирттернӗ, ӗҫсен проект хакӗ 5737000, 03 тенкӗ шутланнӑ.
Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче паллӑ мар ҫынсем куллен тенӗ пекех тенкелсене кӑлараҫҫӗ те урӑх ҫӗре куҫараҫҫӗ. Ял советӗнче ӗҫлекенсен яланах вӗсене хӑйсен вырӑнӗсене каялла тавăрма тивет. Июлӗн 26-мӗшӗнче тенкелсенчен пӗрне пайӑн-пайӑн хуҫса пӑрахни пирки пĕлтернĕ.
Хисеплӗ ашшӗ-амӑшне çитӗнсе пыракан ӑрупа — хӑйсен ачисемпе ҫавӑн пек хӑтланма юраманни, ҫын ӗҫне хисеплеме, ҫуралнӑранпах тасалӑхпа йӗркене хӑнӑхтармалли пирки калаçу ирттерме ыйтас килет.
2021 ҫул вӗҫнелле е 2022 ҫул пуҫламӑшӗнче, май килнӗ таран, ятарлӑ видеокамерăсем лартма палӑртнӑ, вĕсем пулӑшнипе общество территорийӗсенче мӗн пулса иртнине курма пулать, ҫапла вара саккуна пӑсакансене суд йӗркипе явап тыттарма май пулӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăх администрацийĕ.