+22 °С
Ясно


Район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов каласа парать.
— Ӗнер РДКБра унӑн амӑшӗпе тӗл пултăм. Мӗн савӑнтарать — хĕрачан сывлах шайĕ стабильлĕ, начар пулин те. Чи кирли — малалла начарланманни. Ку аван ӗнтӗ. Рошаль клиникипе видеоконсультаци ирттернĕ. Врачсем пур материалсене те тӗпченӗ хыҫҫӑн пурне те тӗрӗс, туллин тунӑ тесе каланӑ. Лайӑхланасса кӗтӗпӗр. Настя амӑшӗпе РДКБ тухтӑрӗсем Израиль тухтӑрӗсемпе консультаци ыйтмашкӑн документсем хатӗрлеҫҫӗ. Тен, вӗсем мӗн те пулин сӗнӗҫ. Ытти — улшăнусемсĕр, — çырать район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов социаллă сетьри хăйĕн страницинче.