Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Общество
29 Июлӗн 2021, 15:26

Пушкӑрт ялӗсене вакцинаци тунисен чи пысӑк шучĕшӗн премисем уйӑрса парӗҫ

Пушкӑртстанра августӑн 1-мӗшӗнче «Сывӑ ял» проект старт илет, вăл COVID-19 хирĕç коллективлӑ иммунитета йӗркелеме хавхалантармалла.

Пушкӑрт ялӗсене вакцинаци тунисен чи пысӑк шучĕшӗн премисем уйӑрса парӗҫ
Пушкӑрт ялӗсене вакцинаци тунисен чи пысӑк шучĕшӗн премисем уйӑрса парӗҫ

Пушкӑртстанра августӑн 1-мӗшӗнче «Сывӑ ял» проект старт илет, вăл COVID-19 хирĕç коллективлӑ иммунитета йӗркелеме хавхалантармалла. Унӑн пуҫаруçипе операторӗ «Совет муниципальных образований РБ» ассоциаци шутланать, ăна йӗркелеме сӗнӳ регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тăратнă, документа право информацийӗн порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.

Ассоциацире Уфа РБК каласа панӑ тӑрӑх, август уйӑхӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх коронавирусран чи нумай çын вакцинациленнӗ ялсем преми илеççĕ. Проекта регионри вак, вӑтам, пысӑк тата питĕ пысăк ялсем (200-ран пуҫласа виҫӗ пин ҫын таран пуранакан ялсем) хутшӑнӗç. 24 яла суйласа илеççĕ, тӑватӑ пĕрремĕш вырăн йышаннисене 450 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ, иккĕмӗш вырӑн йышӑннă сакӑр ял 400 пин тенкӗ илӗҫ тата 12 ял 350 пин тенкӗ илӗҫ. Бюджет тулашĕнчи ҫӑлкуçӗсенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ.

Унсӑр пуҫне ялта вакцинаци тунӑшӑн яваплӑ медработниксене, ҫавӑн пекех халӑха прививка кампанине явӑҫтарма илӗртекен старостăсемпе общественниксене тӳлеме палӑртнӑ. Пĕрремĕшсен премисен виҫи 15 пин, иккӗмӗшӗсен 10 пин тенкӗ пулать. Пӗтӗмпе 25 медика тата ҫавӑн чухлӗ хастар ҫынна парнелеме палӑртнӑ.

РБК Уфа информацийĕпе.

Пушкӑрт ялӗсене вакцинаци тунисен чи пысӑк шучĕшӗн премисем уйӑрса парӗҫ
Пушкӑрт ялӗсене вакцинаци тунисен чи пысӑк шучĕшӗн премисем уйӑрса парӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: