Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Августӑн 2021, 16:20

2021 çулхи халăх ҫыравĕн ҫӗнӗ срокӗсем çинчен

Мероприяти 2020 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче иртессе малтан палӑртса хунӑччĕ.  

2021 çулхи халăх ҫыравĕн ҫӗнӗ срокӗсем çинчен
2021 çулхи халăх ҫыравĕн ҫӗнӗ срокӗсем çинчен

Мероприяти 2020 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче иртессе малтан палӑртса хунӑччĕ.

Коронавирус пандемийӗ ҫак плансене пурнӑҫлама чӑрмантарчĕ. Халăх çыравĕ стартламалли кунӗсене пӗрре мар куçарчӗҫ.

Паян 2021 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен срок палартма пӑхса тухнӑ.

Чи малтанах, эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ шучӗпе. Кампани, малтанах палӑртса хунӑ пекех, цифра форматпа иртет. Электронлӑ бланксене Госуслуги сайтӗнче тупма пулать, ҫавӑн пекех вӗсене ҫырав участокӗнче тултарма пулать, мӗншӗн тесен волонтерсене планшетсем парӗҫ. Анчах килĕрен çÿрессине те никам та пӑрахӑҫламасть!

Пушкӑртстанра ҫырав тӗлне пурте 2020 ҫултанпа хатӗр-ха, ун чухне иртмеллеччӗ-çке. Сайтсем, программӑсем, техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси хатĕр, участоксене йӗркеленӗ, ҫыравҫӑсен списокӗсене палăртнă.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Госуслуги» порталӗнче октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 8-мӗшӗччен ҫырав иртет.

Асӑннӑ ҫыравра илнӗ даннӑйсем Раҫҫей регионӗсенчи хуласемпе ялсенче пулса иртекен социаллӑ экономика процесӗсене лайӑхрах курма, ҫӗршыв аталанӑвне тӗрӗсрех планлама тата халӑха пулӑшу программисене пурнӑҫлама кирлӗ мерӑсем йышӑнма май парӗҫ.

Валентина ВИШНЕВА,

Пишпÿлек районĕнчи ВПН-2020 уполномоченнăйĕ.

2021 çулхи халăх ҫыравĕн ҫӗнӗ срокӗсем çинчен
2021 çулхи халăх ҫыравĕн ҫӗнӗ срокӗсем çинчен
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: