Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Августӑн 2021, 13:12

Астăвăм велопробегне хастарсем хутшăнчĕç

Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансем велопробег йӗркелерĕç.  

Астăвăм велопробегне хастарсем хутшăнчĕç
Астăвăм велопробегне хастарсем хутшăнчĕç

Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансем велопробег йӗркелерĕç.

Старта Пишпÿлекри Культура керменӗн лаптӑкӗнчен пачĕç. Патриотла «Астăвăм велопробегне» хутшӑнакан вунӑ ҫын савăк кӑмӑл-туйӑмпа, хаваслӑн та ҫилпе ташвлашса маларах калаҫса хунӑ маршрут тӑрӑх: Çĕршыв хӳтӗлевҫисен паркӗ — Игорь Николаев ҫӑлкуҫӗ — ҫула тухса кайрӗҫ.

Велопробега хутшӑнакансем паркра палăк патне чечек хурса асӑнса чысларӗҫ, И.Николаев ҫӑлкуҫӗн территорине тирпейлерӗҫ.

Шанатпӑр: хастар хӗрарӑмсен тӗслӗхӗ райцентр çамрăкĕсемшĕн, ун хыҫҫӑн тата ытти ял тӑрӑхӗсемшĕн велопробег та тĕслĕх пулса тӑрӗ.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Астăвăм велопробегне хастарсем хутшăнчĕç
Астăвăм велопробегне хастарсем хутшăнчĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: