Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
3 Августӑн 2021, 09:49

Çыравсем ирттермешкӗн 425,8 млн тенкӗ уйӑраççĕ

Пӗрремӗш хут анкетӑна Госуслуги сайтӗнче кашни хăй тултарма пултарать.  

Çыравсем ирттермешкӗн 425,8 млн тенкӗ уйӑраççĕ
Çыравсем ирттермешкӗн 425,8 млн тенкӗ уйӑраççĕ

Пушкӑртстанра августӑн 1-мӗшӗнче ялхуҫалӑх микроперепись стартларӗ, вӑл 2016 ҫулхи ҫыравӑн 93 проценчӗ шутланать. Юридика сăпачĕсемпе фермерсене, килти хушма хуҫалӑхсене ҫӗр проценчӗпех çырса илмелле. Хула тӑрӑхӗнчи хуҫалӑхсене, сад юлташлӑхӗсем енӗпе программăна чакарнă.

Ял хуҫалӑх ҫыравӗн программине 86,2 млн тенкӗ чухлӗ хакланӑ, тӗпрен илсен, гражданла право договорӗсем тӑрӑх ҫыравҫӑсен ӗҫ укҫин тӳлевне, пӗлтернӗ Башстат ертӳҫи Акрам Ганиев ПР Правительствинче оперативлӑ канашлăвĕнче. Ял хуҫалӑх ҫыравӗнче 1,8 пин специалист ӗҫлет.

Августӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен ҫӗршывра халăх ҫыравĕ ирттерӗҫ, ун мероприятийӗсене 399,6 млн тенкӗ калӑпӑшпа финанслама палӑртнӑ, вӗсенчен 63 млн тенкӗ — субвенцисем. Унта 9 пин ҫыравҫӑ ӗҫлӗ.

Анкетсем пысӑк: ял хуҫалӑх çыравĕнче ыйтусене хуравлама 25—30 минут, халӑх ҫыравӗнче — 20—25 минут каять. Сведенисене тӳрех электрон базине кӗртӗҫ.

Пӗрремӗш хут анкетӑна Госуслуги сайтӗнче кашни хăй тултарма пултарать.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архив.

Çыравсем ирттермешкӗн 425,8 млн тенкӗ уйӑраççĕ
Çыравсем ирттермешкӗн 425,8 млн тенкӗ уйӑраççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: