Августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен районта Пӗтӗм Раҫҫейри пекех, ялхуҫалӑх микроперепиҫӗ иртет.
Пишпӳлек районӗнче ҫыравра 22 переписчик, тӑватӑ инструктор, пӗр уполномоченнӑй тата ял хуҫалӑх ҫыравӗ енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйӑн пӗр заместителӗ çак ĕçе пурнăçлать.
Ҫумӑр та, шӑрӑх та вӗсен ӗҫне тепӗр кун хӑвараймасть, мӗншӗн тесен вӗсен пĕтĕмпе ĕçе вĕçлеме уйӑх ҫеҫ вӗт.
Ял хуҫалӑх ҫыравӗнче малтанхи хут планшетсемпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫакӑ информацие хӑвӑртрах пуҫтарма тата тирпейлеме май парать. Переписчиксене ятарлӑ экипировка тӑрӑх пӗлме пулать: вӗсем ял хуҫалӑх ҫыравӗн официаллӑ логотипӗпе тата çутă сирсе яракан элементсемлĕ жилетпа, ҫавӑн пекех символикӑллӑ бейсболкӑпа. Кашни специалистӑн удостоверени пур.
Марина Иванова переписчикпа тӗл пулмалли вырӑна малтанах калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн эпир Пишпÿлекри Советская урамӗпе кайрӑмӑр. Пӗрремӗш ҫурт хуçи Лидия Михеева пулчӗ.
— Миҫе ҫын сирӗн адреспа ялан пурӑнать?
— Пирӗн Советская, 47 адресӗпе икӗ ҫурт вӗт, кашни ҫуртра яланах пӗр ҫын пурӑнать.
— Участокӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ?
— 42 - ччӗ, халӗ 32 соткӑ юлчӗ.
— Ҫӗрулми ӳстеретӗр-и?
— Кӑҫал лартман.
— Теплицӑсем пур-и, миҫе метр?
— Ултӑ метрлӑ теплица. Пур культурӑна та кăштахшар ҫитӗнтеретпӗр…
10 — 15 минут, даннӑйсене базӑна кӗртнӗ те. Ҫавӑн пек кил хуçалăхсем Марина Ивановнӑн 500-е яхӑн, халь вӗсенчен 65-шӗ ыйтса тухнӑ.
— Эпӗ хаваспах переписчик пулма килӗшрӗм, пӗрремӗш хут хутшӑнатӑп. Вӗрентӳ иртрĕм. Пире планшет тата обмундировани пачӗҫ. Ытларах ҫынсем микроялхуçалăх перепиçне лайӑх йышăнаҫҫӗ, чей ӗҫме, канма чӗнеҫҫӗ. Мана килӗшет, ку маншӑн интереслӗ практика, — каласа парать Марина Иванова.
Карина ПАВЛОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.