Сасăлав виçĕ куна пырĕ
2020 çулхи опыт тăрăх, сасăлава виçĕ куна тăсма шутланă. Çынсем сентябрĕн 17-19-мĕшĕсенче сасăлĕç. Çакă участокри хĕвĕшÿсенчен хăтарĕ, социаллă дистанцие тытма пулăшĕ.
- Хальхи пандеми условийĕсенче ку - чи лайăх йышăну. Вăл суйлав валли тепĕр хушма кун парать. Апла пулсан, участока нумайрах çын килме пултарать, - тет Мускаври çын прависемпе ĕçлекен бюро директорĕн çумĕ, ПР Пуçлăхĕ çумĕнчи çын прависене хÿтĕлекен Канашăн членĕ Валех Аббасов.
Вун икĕ парти хутшăнать
Хăйсем суйлава хутшăнасси пирки 12 политика партийĕ пĕлтернĕ. Çав шутра тин вăй илсе пыракан, пĕр парламентра та тăман партисем те пур. Пĕр мандатлă округ тăрăх, 60 çынна кандидата тăратнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ самовыдвиженецсем. Çĕршывĕпе Патшалăх Думине суйлама ултă пин ытла кандидат шута илнĕ.
- Раççейре кандидатсен списокĕ çамрăкланнă, ытларах хĕрарăмсене тăратаççĕ. Çамрăксем паянхи лару-тăрура хăйсем çине яваплăх илмеллине ăнланаççĕ, - тет ПР пуçлăхĕ çумĕнчи БАГСУ ректорĕ Данияр Абдрахманов.
- Халĕ суйлав кампанине хаваслă та илĕртÿллĕрех тăвасси политика партийĕсенчен хăйсенчен килет. Вăйлă тата паллă, ĕç опычĕпе ресурс никĕсĕ пур кандидатсемлĕ округсем те сахал мар. Çавăн пекех сасăлав мĕнле вĕçленесси паллă мар округсем те çителĕклех. Вĕсенче кандидатсен вăйĕ пĕр пек мар, суйлав кампанийĕ интереслĕ иртмелле, - тет Владимир Савичев политолог.
Участоксенче хÿтĕлев
мерисем вăйлă пулĕç
Суйлава килекенсене пурне те пĕр хутчен усă курмалли набор - ручка, маска тата перчетке - парĕç. Çакă чир ересрен хÿтĕленме пулăшĕ. Участоксенче алă парасси те, пĕр-пĕринпе хутшăнасси те пулмĕ. Сĕтел-пукан çийĕсене, алăксене, урайне кашни тăватă сехетрен дезинфекци тăвĕç. Çавăн пекех сасăлав иртекен пÿлĕмре апат çиме чарĕç, савăтсенчи шыва çеç ĕçме юрĕ. Пур сăнавçăсен те малтанах прививка тумалла.
Суйлав участокĕн членĕсем заявка хăварнисем патне килĕсене суйлаттарма каяççĕ пулсан маска тата пĕр хутчен усă курмалли халат тăхăнмалла, вĕсене кашни хваттер хыççăн улăштармалла.
- Пире уйрăм хÿтĕлев хатĕрĕсемпе пĕтĕмпех тивĕçтернĕ. Ун валли федераллă бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнă. Пурне те туяннă. Суйлав кампанине хутшăнакансене кашнинех уйрăм хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерме пултаратпăр, - тет Раççей Тĕп суйлав комитечĕн председателĕн çумĕ Николай Булаев.
Видеокамерăсем вырнаçтарĕç
Сасăлав законлă та уçă пултăр тесе 1384 çуртра видеокурав камери вырнаçтарĕç. Çав шутра: республикăри 69 суйлав комиссийĕн территорийĕ тата вырăнти суйлав комиссийĕн 1315 çурчĕ (пĕтĕмĕшле хисепĕн 39 %). Камерăсем участоксенче пулĕç. Участоксене 100 % камерăсемпе тивĕçтерме май çук. Ĕçĕ йывăр тата хаклă. Пур пек хатĕрсене лартма çеç 40 миллион тенкĕ тăкакланă.
Унсăр пуçне Пушкăртстанра суйлав бюллетенĕсене пăхса тухмалли 230 комплекс - сканерпа тивĕçтернĕ сасăламалли хатĕр - вырнаçтарĕç. Бюллетене ещĕк ăшне чиксен вăл тÿрех хатĕр результат кăтартать. Питĕ ансат, çĕрĕ-çĕрĕпе алă вĕççĕн шутласа лармалла мар. Республикăри Тĕп суйлав комитечĕн пуçлăхĕ Илона Макаренко пĕлтернĕ тăрăх, ун пек комплекссене сасăлакан шучĕ пысăк участоксенче лартĕç.
Онлайн майпа сасăлама пулать-и?
Раççейре чăннипех те электрон сасăлав формине хатĕрлеççĕ. Сентябрь уйăхĕнчи суйлавра вĕсемпе çĕршыври çичĕ регионта усă курĕç. Пушкăртстан ку списокра çук. Системăна тĕрĕсленĕ хыççăн ăна çĕршыв тăрăх салатĕç. Çапла çитес суйлавсенче «Госуслугинче» регистраци иртсе сасăлама пулĕ. Унсăр пуçне кĕркунне çак схемăпах Пĕтĕм Раççейри çырав та иртĕ. Переписчиксене киле кĕтмесĕрех, хăвăр тĕллĕн кирек хăш вăхăтра та «Госуслугинчи» пур бланксене çырма пулать.
Цифра
3 029 855 çын республикăри сасăлава хутшăнма пултараççĕ. Пурĕ республикăра суйлав кунĕ 3364 участок тата 29 пин суйлав комиссийĕ ĕçлĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
"Урал сасси" хаçатран.