Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Августӑн 2021, 08:52

Камера фара ҫутман машинӑсене те ӳкерет

Чулхула облаҫӗнче ҫул ҫинче камера фара ҫутмасӑр ҫӳрекен машинӑсене ӳкерме пуҫланӑ. Паллах, куншӑн хуҫине штраф килет.  

Камера фара ҫутман машинӑсене те ӳкерет
Камера фара ҫутман машинӑсене те ӳкерет

Чулхула облаҫӗнче ҫул ҫинче камера фара ҫутмасӑр ҫӳрекен машинӑсене ӳкерме пуҫланӑ. Паллах, куншӑн хуҫине штраф килет.

Камера Чулхулари Коминтерн урамӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗнченпе фара ҫутмасӑр ҫӳренӗ 7,3 пин машинӑна ӳкернӗ. Куншӑн 500 тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ.

Йӗркене пӑснӑ ҫак тӗслӗхсене ӳкерме камерӑна нейросетьсем пулӑшаҫҫӗ. Камерӑна кӑларнӑ предприятире пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкаллипе кирек хӑш регионта та усӑ курма пулать – вырӑнти ҪҪХПИ йышӑнӑвӗ ҫеҫ кирлӗ.

Ҫапах водительсем тӗнче тетелӗнче кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ. Вӗсен двигательпе ҫуталакан фарӑсем ӗҫленӗ, штраф вара килнӗ. Хальлӗхе пӑрахӑҫланӑ 48 тӗслӗх пирки пӗлтернӗ.

#кӳршӗре, #Чулхула, #штрафсем

Камера фара ҫутман машинӑсене те ӳкерет
Камера фара ҫутман машинӑсене те ӳкерет
Автор:
Читайте нас: