Çутă çул
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
24 Августӑн 2021, 15:11

Пирĕн истори куç умĕнче çырăнать

Пирӗн куҫ умӗнчех — 2021 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 15-мӗшӗччен — Пушкӑртстан Республикин историйĕн черетлӗ томĕ ҫырӑнӗ.  

Пирĕн истори куç умĕнче çырăнать
Пирĕн истори куç умĕнче çырăнать

Пирӗн куҫ умӗнчех — 2021 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 15-мӗшӗччен — Пушкӑртстан Республикин историйĕн черетлӗ томĕ ҫырӑнӗ.

Мероприяти стартне хатӗрленес ӗҫ пырать-ха, тӑван Пушкӑртстан историйӗпе кӑсӑкланакансем пурте иртнӗ халӑх çыравӗсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Ҫакна мӗнле тумаллине каласа паратпӑр.

Халӑх ҫыравӗсем, хальхи наука ӑнланӑвӗпе, 1897, 1920, 1926, 1937, 1939, 1959, 1970, 1979, 1989, 2002, 2010 ҫулсенче иртнĕ. Пӗрисен результачӗсене тӗплӗн пичетлесе кӑларнӑ, теприсен материалӗсене тупма питӗ йывӑр. Малтанхи ҫыравсем ҫинчен вара пӗчӗк тиражпа тухнă кӗнекесенче ҫырса кӑтартнӑ.

Ҫапах та кун пек кӗнекесене тупма пулать. Пирӗн республикӑри статистика службин тулли переченьне «Статистика Башкортостана. 175 лет на службе обществу» кĕнекере пухнă.

2008 ҫулта халӑхӑн тӗп пӗтӗмлетӗвӗсемпе пуххине — Раҫҫей Империйĕн 1897 ҫулхи халӑхӑн пӗтӗмӗшле ҫыравӗнчен пуҫласа 2002 ҫулхи халӑхӑн пӗтӗм Раҫҫейри ҫыравĕпе вӗҫленӗ — кăларнă.

Çăлкуçĕ: https://vk.com/bashperepis

Пирĕн истори куç умĕнче çырăнать
Пирĕн истори куç умĕнче çырăнать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: