Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
26 Августӑн 2021, 08:56

2036 ҫулхи Олимпиада Хусана аталанӑвӑн ҫӗнӗ шайне ҫӗклеме пултарать

"Эпир кун патне тахҫантанпа утатпӑр. Хальлӗхе ку сӳтсе явасси шайӗнче кӑна пулсан та, кирӗк мӗнле ҫул та пӗрремӗш утӑмран пуҫланать. Эпир ӑна турӑмар",– тесе палартнӑ Метшин.  

2036 ҫулхи Олимпиада Хусана аталанӑвӑн ҫӗнӗ шайне ҫӗклеме пултарать
2036 ҫулхи Олимпиада Хусана аталанӑвӑн ҫӗнӗ шайне ҫӗклеме пултарать

Хусан мэрӗ Ильсур Метшин иртнӗ эрнере 2036 ҫулхи ҫуллахи Олимпиадӑна ирттерме Раҫҫейрен Хусан тата Санкт-Петербург заявкисене пӑхса тухни ҫинчен пӗлтернӗ. 

"Эпир кун патне тахҫантанпа утатпӑр. Хальлӗхе ку сӳтсе явасси шайӗнче кӑна пулсан та, кирӗк мӗнле ҫул та пӗрремӗш утӑмран пуҫланать. Эпир ӑна турӑмар",– тесе палартнӑ Метшин.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӗнче шайӗнчи спорт ӑмӑртӑвӗсене ирттерессипе Хусан пысӑк опыт пухнӑ. Ҫакна пула хулара 2036 ҫулхи Олимпиадӑна ирттерме кирлӗ инфраструктура пур. Ҫав вӑхӑтрах, Тутарстанӑн шӗкӗр хули ҫак конкурса хутшӑнни – пысӑк яваплӑх. 

"Енчен те ҫӗршыв ертӳҫисем пире ҫак кампание шанса парсан, эпир хамӑр пӗлӗве, халӑхсем хушшинчи ҫыхӑнусене усӑ курса пысӑк кӑмӑлпа кӗрешӗве хутшӑннӑ пулӑттӑмӑр", – тесе пӗтӗмлетнӗ Ильсур Метшин.

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/2036-ulkhi-olimpiada-khusana-atalanvn-n-shayne-kleme-pultarat

2036 ҫулхи Олимпиада Хусана аталанӑвӑн ҫӗнӗ шайне ҫӗклеме пултарать
2036 ҫулхи Олимпиада Хусана аталанӑвӑн ҫӗнӗ шайне ҫӗклеме пултарать
Автор:
Читайте нас: