Халӑх ҫыравӗ сайра хутра пулать, унта ыйтусем нумай сиксе тухаҫҫӗ, анчах хуравӗсене тупма ҫӑмӑлах мар. Эпир темиҫе ыйту тата вӗсен хуравĕсене пуҫтартӑмӑр:
Ыйту №3. Ача вӗренет тата вӑхӑтлӑха урӑх хулара пурӑнать пулсан, ашшӗ-амӑшӗн ун çинчен ҫыру листи ҫине çыртармалла-и?
Хуравӗ: Ашшӗ-амӑшӗсен урӑх хулара вӑхӑтлӑха пурӑнакан студентсене листине кӗртме юрамасть. Аслӑ тата вӑтам професси учрежденийӗсенче вӗренекенсем хӑйсен ССУЗ е ВУЗ вырнаҫнӑ хулара халӑха ҫырав ирттереҫҫӗ.
Анчах ача (сӑмахран, кадет) вӗренекен шкул ачи каникула вара киле каять пулсан, унӑн даннăйĕсене пурӑнмалли тӗп вырӑн тӑрӑх ҫырав листи ҫине лартмалла.
Ыйту №4. Ҫын ҫыравҫӑ килнӗ вӑхӑтра килте пулман пулсан, ҫыравҫӑ тепӗр хут килме пултарать-и?
Хуравӗ: Çапла, обход вӑхӑтӗнче алӑка никам та уҫман пулсан, ҫыравҫӑ почта ещӗкне листовка хурать те тепӗр кунне килет. Анчах та ҫакна палӑртмалла: ҫырса илекенсем палăртнă вӑхӑтра килмеҫҫӗ, тепӗр майлӑ каласан, çыншăн ункайлă вăхăтра ҫыравҫӑ килмессе те пултарать.
Тепĕр хут контролерсем килме пултараҫҫӗ. Вӗсем те ыйтăм ирттереҫҫӗ, анчах ҫыравҫӑсен ӗҫне тӗрӗслемешкӗн. Тӗпчекен контролерсем ыйтнипе ҫырав листине ҫырса хума пултараҫҫӗ.
(Малалли пулать).