Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
31 Августӑн 2021, 14:04

Пушкӑртстанри WorldSkills çӗнтерӳҫи шӑл техникӗ пулать

Пушкӑртстанри Бурзян районӗнчи 20 ҫулхи Нургизар Кулдубаев — Республикӑри пӗрлештернӗ командинчи WorldSkills Russia – 2021 Уфа чемпионачӗн наци финалӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ ултӑ представителӗнчен пӗри.

Пушкӑртстанри WorldSkills çӗнтерӳҫи шӑл техникӗ пулать
Пушкӑртстанри WorldSkills çӗнтерӳҫи шӑл техникӗ пулать

Пушкӑртстанри Бурзян районӗнчи 20 ҫулхи Нургизар Кулдубаев — Республикӑри пӗрлештернӗ командинчи WorldSkills Russia – 2021 Уфа чемпионачӗн наци финалӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ ултӑ представителӗнчен пӗри. Каччӑ Тимирово ялӗнче пушкӑрт чӗлхи учителӗн тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Медиксем вĕсен йӑхӗнче нихӑҫан та пулман, анчах Нургизар мӗн ачаранах медицинӑпа стоматологине юратнӑ.

«Ворлдскиллс» ҫинчен пулас шӑл техникӗ Роман Эдуардович Ситдиков преподавателӗпе вӗрентекенӗнчен пӗлнӗ. Чемпионатӑн юлашки тӗрӗслевӗсене Нургизара вӑл хатӗрленĕ. Малтан каччӑ регионти ҫирӗп суйлав иртрӗ, унтан округрине иртсе нацфинала лекнӗ.

«Виҫӗ кун тăршшĕнче пурнӑҫланӑ виҫӗ задание экспертсене хаклама тӑратмалла пулчӗ: хывмалли протез моделированине, бюгель протезӗн каркасне туса хатӗрлемелли тата хывăнман протезĕн модельне тӑвасси, — малалла каласа пачӗ Нургизар. — «Ортопеди стоматологийӗ» компетенцире пӗрремӗш вырӑн йышӑннине эпӗ юлашки самантчен те пӗлмен. Ҫапах та «Ворлд-скиллса» пӗрремӗш хут хутшӑнатӑп, сахалтан та иккӗмӗш вырӑна ҫитме ӗмӗтлентĕм».

Анчах та Раҫҫей пӗрлештернӗ командин вӗрентекенӗ хӑйӗн воспитанникне ҫӗнтерӳ валли кӑна хавхалантарнӑ. Юлашкинчен, компетенцийӗнче чи лайӑххи Нургизар пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Новосибирск облаҫӗнчи хӗр Алина Гурова, виҫҫӗмӗшне Тюмень облаҫӗн представителӗ Ерлан Мусин йышӑннă.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанри WorldSkills çӗнтерӳҫи шӑл техникӗ пулать
Пушкӑртстанри WorldSkills çӗнтерӳҫи шӑл техникӗ пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: