Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Сентябрӗн 2021, 10:14

Хуçи çук пулсан, муниципалитет аллине куçаççĕ

Пушкӑртстанра хуçаçар куҫман пурлӑхӑн 1136 объектне регистрациленӗ.  

Хуçи çук пулсан, муниципалитет аллине куçаççĕ
Хуçи çук пулсан, муниципалитет аллине куçаççĕ

Пушкӑртстанра хуçаçар куҫман пурлӑхӑн 1136 объектне регистрациленӗ.

Пушкӑртстанра, Росреестр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ҫулӑн ултӑ уйӑхӗнче куҫман пурлӑхӑн 1136 объектне тупса палӑртнӑ, вĕсен хуҫисем ҫук. Ҫак ҫуртсем малтан суд йышӑнӑвӗ тӑрӑх муниципалитетсен пулӗҫ, унтан вӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас текенсем илме пултараҫҫӗ.

Регионта пӑрахӑҫа тухнӑ ҫурт-йӗр питӗ нумай пулнине общественниксем тахҫанах асӑрханӑ. Вӗсем ӗлӗк фермӑсем, тырӑ йĕтемĕсем, складсем пулнӑ. Унта никам та пурӑнман пурӑнмалли ҫуртсем те пур.

Ҫак ҫивӗч ыйтӑва Пушкӑртстанра татса памалли пуҫарусенчен пӗри 7-мӗш созыв депутачӗ Зариф Байгускаров пулчӗ.

Йывӑрлӑхсене икӗ майпа татса пама сӗнеҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ, пӑрахса хӑварнӑ ҫуртӑн хуҫи пур чухне, анчах вӑл объекта тирпей-илем кĕртессипе нимĕн те тумасть. Кун пек чухне административлӑ комисси хуҫин тӗлӗшпе витӗмлӗх мерисемпе усӑ курать, вӗсем пулӑшмасан вара объект тĕлешпе суд процедури пуҫланать, объекта хуçасăр тесе йышăнаççĕ.

Объектсен харпӑрлӑхне çирĕплетсе документсем ҫырса пӗтермен пулсан иккӗмӗш вариант. Ун чухне суда материалсем пама тата муниципалитетсен харпӑрлӑхне йӗркелеме пулать. Пушкӑртстанра административлӑ комисси пӳлӗм харпӑрҫисемпе ӗҫлеме тата куҫман пурлӑхне тирпей-илем кӗртес енӗпе мерӑсем йышӑнманшӑн вӗсене явап тыттарма пулӑшакан регионти саккун пур.

Зариф Байгускаров шухӑшӗпе, пӑрахӑҫа тухнӑ объектсене пӗтерес енӗпе ятарлӑ программа кирлӗ. Ҫавнашкал пӳлӗмсене йӗркене кӗртекен тата ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса хуракан фермерсемпе предпринимательсен грантсем илмелле. Йывӑрлӑха муниципалитетсем ҫӑмӑллӑнах татса пама пулатараççĕ, вĕсемшĕн çакă усăллă та. Ҫавнашкал объектсем валли правӑсене ҫырса хатӗрлесен ҫурт-йӗр строительстви валли ҫӗр лаптӑкӗсем илеймен граждансен пурӑнмалли ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса пама пулать. Депутат каланӑ тӑрӑх, методика рекомендацийӗсене пурнăçра сиксе тухакан ыйтусене шута илсе улшӑнусем кӗртӗҫ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Хуçи çук пулсан, муниципалитет аллине куçаççĕ
Хуçи çук пулсан, муниципалитет аллине куçаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: