+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Республикӑра пурӑнакансене учителе класран пӗрлехи чечек ҫыххи çеç пама, ытти илме планланă букетсен хакӗн суммине йывӑр чирлекенсене пулӑшу пама сӗнеҫҫӗ.
«Ҫак кунсенче пирӗн шкулти вӗренекенсенчен шӑнкӑравсем нумайччӗ, чылайăшĕ акцие хутшӑнасшӑн. Ачасем вӗренӳ ҫулӗ ырӑ ӗҫрен — тантӑшĕсене пулӑшассинчен пуçланнине пӗлеҫҫӗ. Ку вӗсемшӗн чи пӗлтерӗшлӗ уроксенчен пӗри», — тет Фонд правленийӗн председателӗ Владимир Вавилов.
Пухнӑ укҫа эмел, апат-ҫимӗҫ тата оборудовани туянма каять. Унсӑр пуҫне Фонд ача-пӑча онкологи Центрӗн пациенчĕсем тата хоспис валли шкул хатӗрӗсем туянма укҫа пухнӑ.
https://www.tatar-inform.ru/news/