+3 °С
Уҫҫӑнах
Ҫур ҫул ытла каялла пуҫланӑ «Атайсал» проект, чӑнах та, ҫунат ҫине тӑчӗ, темелле. Пирӗн ентешсем хӑйсен тӑван ялĕсене, çуралса ÿснĕ вырӑнӗсене мӗнле пулӑшни ҫӗршер тĕслĕхсем пур ӗнтӗ: хӑшӗ укҫапа пулăшать, хӑшӗ ФАП юсать, ача площадкине туса лартать е ҫӑлкуҫа тирпей-илем кĕртет.
Ку проект ҫумне республикӑра тахҫантанпах пурӑнман пирӗн ентешсем хутшӑнни икӗ хут кӑмӑллӑ. Куюргазă районӗнчи Старомурапталово ялӗнче Мускавра пурӑнакан çак ялтан тухнӑскер (вӑл хӑйӗн хушаматне калама хушман) ялти шкула ак çапла юсанӑ. Тавтапуҫ! — çырать Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьре.
Сăнÿкерчĕкĕсем: социаллă сетьрен.