Уфари 13-мĕш клиника больницине пациентсене апатлантарма фальсификациленӗ ҫу лартнӑ. Кун пирки регионти Россельхознадзор пресс-служби пӗлтерет.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, суя тавара Санкт-Петербургран тулли мар яваплӑхпа общество тӑратнӑ. Раҫҫей Россельхознадзор госинспекторӗ 72,5% çуллă «Масло сливочное. Крестьянское» ҫӗршер килограмлӑ партирен продукцие тĕрĕслеме суйласа илнӗ.
Экспертсем тӗрӗсленӗ май пальмитин (37,2 процент), олеин (41,5%), линоль (14,3%) кислотисем нормăран самаях пысӑкрах пулнине асӑрханă, вӗсем ӳсентӑран ҫӑвӗнче кӑна палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫав хушӑрах продуктра ҫу, каприн тата каприл ҫуллӑ йӳҫӗ йӳҫексем ҫук.
Юлашкинчен специалистсем палӑртнӑ продукт услам ҫу мар тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ.
«АиФ» Уфа информацийĕпе.