Пушкăрт чиновникӗсене официаллӑ приемсем, ларусем, канашлусем, тӗлпулусем тата ытти мероприятисем вӑхӑтӗнче апатланма республика бюджетӗнчен 13 млн ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пулӑшу ӗҫӗсемпе контракт тума Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн ӗҫ-хӗлĕн Управлени ятĕнчен патшалӑх туяну сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Контракт тăрăх 2021 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен асӑннӑ укҫа-тенкӗпе компани-ҫӗнтерӳҫӗ сӗтелсене вырнаçтармалла, сервизламалла, пӳлӗмсене йӗркелемелле тата мероприятисем пуçланиччен тата хыҫҫӑн залсене тирпейлемелле.
Ҫавӑн пекех вырнаҫтарнӑ документсенче конкретлӑ апат-ҫимӗҫ (ирхи апатран пуҫласа каҫхи апатчен), усӑ куракан апат-ҫимӗҫсем, виçи ҫинчен каланӑ.
Ҫавӑн пек туянусене Пуҫлӑхăн управляющийӗсем ҫулталӑкра темиҫе хутчен ирттернине палӑртса хӑварар.
«Башинформ» информацийĕпе.