Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Общество
9 Сентябрӗн 2021, 20:51

Пушкӑртстанри Инвестсабантуйра ковид самани чӗнӗвӗсене тишкерӗҫ

Медиасесси ушкӑнӗн спикерӗсен шутӗнче – паллӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен журналисчӗсем: "АиФ", «Московский Комсомолец», «ФедералПресс» издательство ушкăнĕ.

Пушкӑртстанри Инвестсабантуйра ковид самани чӗнӗвӗсене тишкерӗҫ
Пушкӑртстанри Инвестсабантуйра ковид самани чӗнӗвӗсене тишкерӗҫ

Медиасесси ушкӑнӗн спикерӗсен шутӗнче – паллӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен журналисчӗсем: "АиФ", «Московский Комсомолец», «ФедералПресс» издательство ушкăнĕ.
Пушкӑртстанри Сибай хулинче иртекен виççĕмĕш Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2021" инвестици сабантуй шайӗнче, сентябрĕн 10-мӗшӗнче «Вызовы ковидной эпохи глазами СМИ, власти и общества» темӑпа медиасесси пулӗ. Ҫак площадкӑна йӗркелекен "Аргументы и факты"кӑларӑм пулса тӑрать.
Медиасесси спикерĕсен шутĕнче «АиФ» кăларăм журналисчĕсем: Индира Кодзасова, "АиФ" тӗп редакторӑн заместителӗ, Юлия Загитова, Раҫҫей Журналистсен Союзӗн секретарӗ (ВКС), Надежда Плотникова, "Федералпресс" издательство ушкӑнӗн шеф-редакторӗ, Ева Меркачева, "Московский комсомолец" журналисчĕ, СПЧ (ВКС) членĕ тата ыттисем мероприятие хутшӑнӗҫ.
Сессие хутшӑнакансем паянхи пурнăçри ҫивӗч темӑна – коронавирус пандемийӗ пурнӑҫа "маларах" тата "кайран" ăнланăва мӗнле пайланине сӳтсе явӗҫ.
Пӗтӗмӗшле вӑхӑт чӗнӗвӗсем ҫакна палӑртаҫҫӗ: ҫыннӑн професси ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ пӗрремӗш вырӑна тухать, пулӑшу ӗҫӗсен сферине йӗркелесси халӑх ыйтӑвӗсемпе килӗшӳллӗн тата пӗтӗм тӗнчери пахалӑх стандарчӗсемпе тата ҫамрӑк ӑру вӑй-хӑватне аталантармалли тивӗҫлӗ вӗренӳ рынокӗнче конкуренци пултарулӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ.
Инвестсабантуй секцийӗсене ирттернӗ май Роспотребнадзорӑн пур сӗнӗвне те шута илнӗ. Мероприятисене ирттермелли кунне тӳрремӗнех регистрациленнӗ чухне 72 сехетрен кая юлмасӑр тунӑ ПЦР-тест кăтартмалла.
"Ҫак икӗ ҫул пуриншӗн те тӗрӗслев вӑхӑчӗ те, ҫӗнӗ майсем те. "АиФ" теветкеллĕхе тата хăрушлăха кӗске вӑхӑтрах хаклама тата удаленка куҫма пултарчӗ, ҫитменнине федераци офисӗнче кӑна мар, регионсенчи теçеткешер редакцире те", - каласа парать медиасесси спикерӗсенчен пӗри, "АиФ" тӗп редакторĕн заместителӗ.
«Башинформ» ИА информацийĕпе.

Пушкӑртстанри Инвестсабантуйра ковид самани чӗнӗвӗсене тишкерӗҫ
Пушкӑртстанри Инвестсабантуйра ковид самани чӗнӗвӗсене тишкерӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: