+2 °С
Юр
Вунна яхӑн чӗрчун паян райцентр варринче уҫӑлса ҫӳренĕ, çырать «Стерлибашевские родники» кăларăм.
— Акӑ ҫакӑн пек картина районти Пенси фончӗн управленийӗн территорийӗпе юнашар курма тӳр килчӗ. Сурӑхсем мӗн тунӑ унта, ӑнланмалла мар? Мӗншӗн вӗсене хуҫисем ирӗке кӑларнӑ? Кунта кӗтме вырӑн ҫук, йӗри-тавра асфальт, анчах экскременчӗсемпе варалама вӗсем пултарчĕҫ. Кирек мӗнле пулсан та, райцентр центрӗ ҫапкаланса ҫӳрекен чӗрчунсемшӗн вырӑн мар, — тет район хаçачĕн корреспонденчĕ.
«Стерлибашевские родники» информацийĕпе.