Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
27 Сентябрӗн 2021, 15:54

Халăх çыравĕ: 33 ыйтăва хуравламалла

Октябрӗн 15-мӗшӗнче Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ стартланать.  

Халăх çыравĕ: 33 ыйтăва хуравламалла
Халăх çыравĕ: 33 ыйтăва хуравламалла

Октябрӗн 15-мӗшӗнче Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ стартланать.

Республикӑшӑн кӑҫал пӗлтерӗшлӗ мероприятисенчен пӗри ноябрӗн 14-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ыйтăма стационар участокӗсенче иртме е ҫыравҫа килте кӗтсе илсе хутшăнма пулать.

Унсӑр пуҫне Пушкăртстанра пурӑнакансем Госуслуги порталӗнчи электронлӑ ҫырав листине (ҫавнашкал мероприятие ноябрӗн 8-мӗшӗччен иртсе пĕтмелле) хӑйсем тӗллӗн тултарма пултараҫҫӗ.

Эсир Пушкӑртстанӑн аякри е йывӑр çитмелли районӗнче пурӑнатӑр пулсан, ҫырав сирӗншӗн 2021 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Кашнин 33 ыйту ҫине хуравлама пултарать. Вӗсем гражданин ҫулӗсене, пӗлӗвне тата национальноҫне палӑртма кӑна мар, пирӗн республикӑра мӗнле социаллӑ программӑсене туса хатӗрлеме, сӑмахран, ҫулсене ӑҫта хывмаллине тата шкулсем лартмаллине пӗлме те пулӑшӗҫ.

Малтанхи пӗтӗмлетӳсене тепӗр ҫулхи апрель уйӑхӗнче туса хурӗҫ, юлашки пӗтӗмлетӳсене 2022 ҫулхи IV кварталта пичетлесе кӑларӗҫ.

 

 

https://vk.com/feed

Халăх çыравĕ: 33 ыйтăва хуравламалла
Халăх çыравĕ: 33 ыйтăва хуравламалла
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: