Паян Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Нур-Султанри Туслӑх çуртӗнче Казахстанра пурӑнакан республикӑран тухнисемпе тӗл пулнă.
Регион ертӳҫи пушкӑрт чӗлхипе ентешсене саламланă.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Казахстан ҫыннисен наци хăйнеевĕрлĕхне упраса хӑварма тата аталантарма лайӑх майсем туса панӑшӑн ҫӗршыв ертӳлӗхне тав тунă.
"Туслӑхпа пӗр-пӗрне ӑнланни нацисен хушшинчи хутшӑнусене лайӑх аталантарма пулӑшать, - тенӗ Радий Хабиров. – Эсир пӗлетӗр, эпир пушкӑрт чӗлхине пулӑшас тата аталантарас ӗҫе хастарлӑн хутшӑнатпӑр, хальхи цифрӑллӑ технологисемпе усӑ куратпӑр. Ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче эпир ӑна вӗренме 12 мобильлӗ приложени, хатӗрленмелли тӗрлӗ шайа шута илсе турӑмӑр. Вӗсене пурне те ҫӑмӑллӑн тупма пулать. Манӑн хамӑн телефонра çавнашкал темиҫе приложени".
Республика ертӳҫи "Башкортсофт" вырӑс-пушкӑрт онлайн-тӑлмача хӑвӑрт кӑларнине пӗлтернӗ тата Пушкӑртстанран тухнисене пушкӑрт чӗлхипе Пӗтӗм Тӗнчери диктанта хастарлӑ хутшӑнма сӗннӗ.
"Паян эпир Нур-Султанра Казахстанра Конгресс-бюро республика Представительствин офисне уҫрӑмӑр", - палӑртнă Радий Хабиров .
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех ентешсене Раҫҫее куҫармалли патшалӑх программи ҫинчен те каласа панă.
"2018 ҫултанпа çак программӑпа Пушкӑртстана 200 пирӗн ентеш таврӑннӑ, – тенӗ Радий Хабиров. – Халӗ плансене 2026 ҫулччен туса пӗтеретпӗр. "
Казахстанри "Акбузат" пушкăрт этнокультура пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Урал Азнабаев ку питӗ ҫӳллӗ шайра иртекен пӗрремӗш тӗлпулу пулнине палӑртнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуçлăхĕн пресс-служби.