Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
30 Сентябрӗн 2021, 09:28

Юпа уйӑхӗнче республикӑра пурӑнакансене уявла канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ

Республика кунĕ кăçал тунтикуна тивет. Тĕплĕнрех пирĕн сайтра вулăр.

Юпа уйӑхӗнче республикӑра пурӑнакансене уявла канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ
Юпа уйӑхӗнче республикӑра пурӑнакансене уявла канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ

Пушкӑртстанри "Пушкӑртстан Республикинче уяв тата асăну кунĕсем çинчен" Саккунӗпе килӗшӳллӗн Республика кунне — Пушкӑртстан патшалӑх Суверенитечӗ ҫинчен калакан декларацие йышӑннӑ куна палӑртаççĕ. Республика кунӗ ĕçлемелли мар уяв кунӗ шутланать.

Октябрӗн 11-мӗшӗ уяв кунӗ 2021 ҫулта тунтикуна тивет. Эрнекун, октябрӗн 8-мӗшӗнче, ӗҫ кунĕ чакмасть.

Ҫапла вара, канмалли кунсем Республика кунне уявланӑ май 2021 ҫулхи октябрӗн 9, 10, 11-мӗшӗсем шутланаҫҫӗ.

РФ ӗҫ саккунӗсемпе килӗшӳллӗн кашни ҫулах тӗп е ҫулсерен тӳлекен отпуск панӑ чухне Республика кунӗ октябрӗн 11-мӗшӗ календарлӑ отпуск кунӗсен шутне кӗмест.

Халӑха ĕçпе тивĕçтерекен Пишпӳлек районӗнчи уйрӑмӗ.

 

Юпа уйӑхӗнче республикӑра пурӑнакансене уявла канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ
Юпа уйӑхӗнче республикӑра пурӑнакансене уявла канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: