Пирӗн ҫӗршывра тырӑ ҫине яланах урӑхла пӑхатчӗҫ, Раҫҫейре ҫӑкӑра елĕкренпе чысланă . СССРта ҫӑкӑр пахалӑхне хытӑ асӑрханӑ, мӗншӗн тесен вӑл стратегилле продукт шутланнӑ.
Чӑн-чӑн ҫӑкӑра ҫӑнӑхран, шывран тата çĕпререн пӗҫереççĕ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн атте - аннесем çинĕ пек çăкăр тупма хĕн.
Йӑлана кӗнӗ чӑн-чӑн ҫӑкӑр вӑл стандартсене тивӗҫтермелле. Температурӑпа вахăтне пăхăнса пӗҫермелле, ятарлӑ чустаран, ҫӑнӑхран, ҫӗпререн тата шывран пӗҫермелле, унсӑр пуҫне нимӗн те ямалла мар. Тӑварпа ÿсентăран ҫăвĕ çеç хушма юрать.
Ҫӑнӑх пахалӑхне ГОСТ правилисемпе çирĕплетмелле, чи паха сортра клейковина– 28%, пӗрремӗш сортра – 30% пулмалла. Шӑпах та ҫакӑн пек ҫӑнӑхран Раҫҫейри чӑн-чӑн тутлӑ шӑршӑллă ҫӑкӑр пулса тухать.
Вӑрттӑнлӑхĕ ансат - чӑн-чӑн ҫӑкӑр пек сутни, чӑн-чӑн продукт сутнинчен чылай тупăшлăрах.
Производство хӑвӑртлӑхӗпе, упрассипе, хӑйхаклӑхӗпе ҫавнашкал продукт туса кӑларакансене пысӑк тупӑш кӳрет.
Тӳрӗ мар кӑмӑллӑ производительсем ҫӑкӑрпа булка изделийӗсем пĕçерме халĕ пӗчӗк пахалӑхлă ҫӑнӑхпа ( 4-мӗш класпа ) усӑ кураҫҫӗ.
Паян ҫӑнӑха ятарлӑ лайӑхлатакан веществосем хушаҫҫӗ, вӗсем пулӑшнипе, асамлӑх тунă евĕр, кирек мӗнле ҫӑнӑха та пахалăхлă сорт ҫӑнӑх тӑваҫҫӗ. Чуста пулса çитес ӗҫе хӑвӑртлатас тесе унта ятарлӑ хутӑшсем хушаҫҫӗ, вӗсем "пулӑшнипе" чуста 8 сехет вырӑнне 3 сехетре хатӗр пулать.
Çавăнпа та хальхи çăкăра çăкăр тес килмест.