Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕнче виҫçĕрен пуҫласа пилӗк "чӗлхе" ыйтăвĕсем парĕç.
Эсир хӑш-пӗр чӗлхесене пĕлнипе кӑна мар, кулленхи пурнӑҫра вӗсемпе час-часах мӗнле усӑ курнипе те кӑсӑкланаҫҫӗ.
Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, ҫыру листи çинче сирӗн ҫемьере кашни ҫын ҫине ҫырса хумалла. Тӑван чӗлхепе "анне" сӑмаха çеç лайӑх пӗлекен кӑкӑр ачи ҫине те. Ҫыруҫӑна ашшӗ-амӑшĕн мӗнле хурав памалла?
Сирӗн ҫемьери тӑван-хурӑнташсем калаҫакан чӗлхе ачан тӑван чĕлхи шутланӗ.
Вӗренни пирки ыйту çинчен калас пулсан, вӑл сирӗн пепке ача-пӑча учрежденийӗсенче, сӑмахран, ясли е ача сачӗсенче пулмаллине пӗлтерет. Кунта хушма пӗлӳ паракан кружоксене те, ир аталану секцисене е кружоксене те кĕртме пулать.
Ҫак информаци ача сачӗсемпе кружокӗсем ăçта ҫителӗклӗ пулнине тата вӗсем ӑҫта ҫитменнине пӗлме пулӑшӗ. Ҫапла майпа эсир пирӗн республикӑн инфратытӑм планӗсене туса хатӗрлеме пысӑк тӳпе хыватӑр.
Çăлкуçĕ: https://vk.com/feed?w=wall-201966419_1736