Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
5 Октябрӗн 2021, 09:15

Пушкăртстанстат ертÿçи Акрам Ганиев: "Республика халăх çыравне хатĕр"

Кун пирки Пушкӑртстанстатӑн ертӳҫи кашни эрнере регион Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ирттерекен оперативлӑ канашлура пӗлтернӗ.  

Халăх çыравĕ 2021 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен иртет. Ҫыравҫӑсем пухакан мĕнпур даннăйсем 2020 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне пухӑнаҫҫӗ. Ҫырав валли ҫыравҫӑсем нимӗнле документлӑ ҫирӗплетӳсем те ыйтмӗҫ – йӑлтах çынсем каланă тăрăх ҫырӗҫ.

Пушкӑртстанра ҫыравҫӑсемпе контролерсен штатне, ҫав шутра резерва шута илсе хатӗрленӗ. Вӗсен хушшинче коронавирусран 84,5 проценчӗ вакцинаци тунă.

2020 çулхи ҫыравӑн уйрӑмлӑхӗ кăмăл тăвакансем хӑйсем тӗллӗнех Госуслуги Патшалӑх Порталӗнче иртме пултарнинче. Кваркод илсен ӑна телефон ҫинче ҫыравҫӑна кӑна кӑтартмалла. Ҫавӑн пекех ҫырав участокне хӑйсем тӗллӗн пырас текенсем те ыйтусем ҫине хуравлама пултараҫҫӗ.

Ҫырав участокӗсенче кунсерен тасатса-тирпейлесе тӑрӗҫ, пӳлӗмсене уҫӑлтарӗҫ, социаллӑ дистанцие тата ытти инфекцие хирӗҫле мерӑсене ҫирӗппӗн тытса пырӗҫ. Пӗтӗмӗшле илсен, Акрам Ганиев каланӑ тӑрӑх, Пушкӑртстан ҫырава хатӗр. Унӑн малтанхи оперативлӑ пӗтӗмлетӗвӗсене республика 2021 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче илет.  

«МГ» информацийĕпе.

Пушкăртстанстат ертÿçи Акрам Ганиев: "Республика халăх çыравне хатĕр"
Пушкăртстанстат ертÿçи Акрам Ганиев: "Республика халăх çыравне хатĕр"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: