Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ 2021 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен цифра технологийӗсемпе усӑ курса иртет.
Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче мошенниксем пирки асӑрхаттарса каланӑ, вӗсем переписчиксем е волонтерсем евӗр çынсен даннӑйӗсене пухма пултараҫҫӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, усал шухӑшлӑ ҫынсем граждансене вӑхӑт ҫитиччен ҫырса тухма, урамра е телефонпа ыйтса пӗлме, ҫырав иртнĕшĕн тӳлеме, таварсемпе пулӑшу ыйтма, агитаци тума сӗнме пултараҫҫӗ.
Сире телефонпа шӑнкӑравлаҫҫӗ е сирӗн пата СМС килчĕ пулсан —телефонпа ҫырав ирттерме сӗнӳпе пӗлтерни — нимӗнле сведенисене те пӗлтерме юрамасть, асӑрхаттараҫҫӗ ШӖМ ӗҫченӗсем. Переписчик паспорт кӑтартсан кӑна вăйра таракан удостоверение кӑтартмалла. Урамра е картишӗнче ыйту ирттерме юрамасть. Килте никам та ҫук пулсан, вӑл ҫывӑхри ҫыравҫ участокӗсен адресӗсем ҫинчен информацие почта ещӗкӗнче листовка хӑварма пултарать тата çын хӑй тӗллӗнех "Госуслуги" сайтӗнче ҫырса хума пултарасси пирки пĕлтерет.
Переписчиксене паллама ҫӑмӑл: вӗсем ҫинче ВПН-2020 символлӑ жилетсем, шарфсем тата аллинче сумкӑсем пулӗҫ. Иккӗленнĕ хушăра 102 е 112 телефонпа е участокри полицейские шӑнкӑравламалла.
МИХ информацийĕпе.