Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Октябрӗн 2021, 15:25

Чи малтан мĕн куртăр?

Картинка ҫинче чи малтан мӗн курни сирӗн шалти вӑрттӑн "Эпӗ" ҫинчен каласа пама пултарать.  

Чи малтан мĕн куртăр?
Чи малтан мĕн куртăр?

Картинка ҫинче чи малтан мӗн курни сирӗн шалти вӑрттӑн "Эпӗ" ҫинчен каласа пама пултарать.

Эпир пурсӑмӑр та йӗри-тавра тӗрлӗрен куратпӑр, пирӗн пурин те характерӗ, лайӑх енӗсем, сӑн-сӑпачӗ тата пурнӑҫ опычӗ ҫинче никӗсленсе тӑракан характерсем пур. Ку ассоциативлӑ ӳкерчӗк, оптика иллюзийӗ ҫинче никӗсленнӗскер, сирӗн вӑрттӑн "Эпĕ" ҫинчен нумайӑшне каласа пама пултарать. Эппин, эсир чи малтан мӗн куртӑр?

Йывӑҫ

Кама малтан йывӑҫ куҫне ӳкнӗ, ҫавсем логикӑллӑ шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем нихӑҫан та туйӑмсем хыҫҫӑн каймаҫҫӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ итлеҫҫӗ. Ун пек ҫынсем кирек мӗнле ӗҫре те çÿллĕ вырăна ҫитӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен кирлӗ йышӑнусем вӑхӑтра тума пӗлеҫҫӗ.

Анчах та туйӑмсем пӗр вӗҫӗмсӗр пусӑрӑнни кулянтармасăр тăма пултараймасть. Ҫавӑнпа та ҫакна асра тытмалла: пурнӑҫ ахаль савӑнӑҫсемпе тулнӑ, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр чухне пурне те хăй еккипе ямалла е канмалла ҫеҫ.

 

Горилла

Гориллӑна курнӑ ҫынсен чи малтан хӑйсене пысӑка хунипе йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене питӗ хытӑ тыткалаҫҫӗ, кирек мӗнле йӑнӑша та, чи пӗчӗк йӑнӑша та, каҫармаҫҫӗ, хне шеллемесĕр ӗҫлеҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтрах вӗсем нумайĕшĕпе интересленеҫҫӗ, мӗнпур ҫӗннине вӗренме юратаҫҫӗ, яланах пӗлӳ тупаҫҫӗ. Ҫак лайӑх енсем вӗсене пысӑк ҫитӗнӳсем тума пулӑшаҫҫӗ.

Арӑслан

Арӑслана чи малтан ирӗклӗ ҫынсем кураҫҫӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем ыттисен ырлӑхӗ ҫинчен час-часах шухӑшламаҫҫӗ, пуринчен ытла хӑйсен ӗҫне тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсем нумай шухӑшлама юратмаҫҫӗ тата час-часах туйӑмсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ. Пӗр енчен вӗсем, чӗре хушнӑ пек туса, хӑйсем умӗнче тӳрӗ тӑрса юлаҫҫӗ тата тӗллевсем лартма пӗлеҫҫӗ. Тепӗр енчен, ҫывӑх ҫынсем ҫакна пула хытӑ асапланма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен ыттисем мӗн туйнине шута илмен ҫынна юнашар чӑтма йывăр.

Пулӑсем

Ҫак картина ҫинчи пулӑсене никам та асӑрхамасть теме пулать. Вӗсене курма пултаракансем ялан тенӗ пекех чи шала пӑхаҫҫӗ тата никам та курманнине асӑрхама пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсенчен лайӑх туссем пулса тӑраҫҫӗ. Анчах та вӗсем чун-чӗререн пулӑшасшӑн пулнине сахалӑшӗ кӑна ӗненет. Тен, ҫакӑ хальхи тӗнчере яланах кирек мĕнре те иккĕленÿ шырама тӑрӑшнӑран пулса пырать?

Чи малтан мĕн куртăр?
Чи малтан мĕн куртăр?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: