Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
13 Октябрӗн 2021, 17:31

Октябрĕн 15-мĕшĕнче Халăх çыравĕ пуçланать

Çитес çыраври çĕнĕлĕх — кашни çын «Госуслуги» порталта хăй тĕллĕн çырăнма пултарни.  

Октябрĕн 15-мĕшĕнче Халăх çыравĕ пуçланать
Октябрĕн 15-мĕшĕнче Халăх çыравĕ пуçланать

Çитес çыраври çĕнĕлĕх — кашни çын «Госуслуги» порталта хăй тĕллĕн çырăнма пултарни.

Енчен унта регистрациленнĕ пулсан кăçалхи октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 8-мĕшĕсенче анкетăна хăйĕншĕн тата çемье членĕшĕн те çырса тултарма пулать. Çакна интернетпа çыхăнтарнă смартфон, планшет, компьютер урлă та пурнăçлама пулать.

Ыйтусене хуравланисене кил хуçалăхĕпе QR-код тата кашни çемье членĕ пирки цифра кодне ярса параççĕ. Ăна сирĕн пата пынă çыруçа кăтартмалла. Пандеми вăхăтĕнче цифра технологийĕпе усă курни уйрăмах лайăх, вăхăта перекетлет. Онлайн мелпе çырава хутшăннисем Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн партнерĕнчен — Сбер ушкăнран парне илме пултараççĕ. Октябрĕн 18-мешĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕсенче çыруçăсем ятарлă программа вырнаçтарнă планшетпа мĕн пур çуртсене çитĕç. Октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕсенче çырав участокĕсенче, çав шутра МФЦра та, çырăнма май пур.

"Хыпар".

Октябрĕн 15-мĕшĕнче Халăх çыравĕ пуçланать
Октябрĕн 15-мĕшĕнче Халăх çыравĕ пуçланать
Автор:
Читайте нас: