Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
13 Октябрӗн 2021, 20:40

Пушкӑртстанра пурӑнакансем хӑйсем мĕнле ялсене 4G сотовый çыхăну иртермеллине суйласа илме пултараҫҫӗ

Ҫырура сасӑлавҫӑн хăйĕн хушаматне, ятне, ашшĕн ятне, ăçта пурăннине, мĕнле ялшăн сасăланине пĕлтермелле.

Пушкӑртстанра пурӑнакансем хӑйсем мĕнле ялсене 4G сотовый çыхăну иртермеллине суйласа илме пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра пурӑнакансем хӑйсем мĕнле ялсене 4G сотовый çыхăну иртермеллине суйласа илме пултараҫҫӗ

Пушкӑртстанра пурӑнакансем ноябрӗн 15-мӗшӗччен Госуслуги порталӗнче сотовӑй ҫыхӑну хăш ялсене кирлишĕн сасӑлама пултараҫҫӗ, вӗсене 2022 ҫулта куҫӑмлӑ радиотелефон ҫыхӑнӑвӗпе пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнтарма пултараҫҫӗ. ПР Правительствин пресс-центрӗ пӗлтернĕ тăрăх, ятарласа сасӑламалли формӑллӑ уйрӑм порталта уҫӑлнă .
Тӗрлӗ сӑлтава пула электронлӑ сасӑлама май ҫуккисем валли ҫавӑн пекех хут ҫырӑвĕ ярса пама май пур. Çырăвне Раççей Федерацин Цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствине почта урлă çак адреспа ярса пулать: 123112, г. Москва , Пресненская набережная, д. 10, стр.2. Ҫырура сасӑлавҫӑн хăйĕн хушаматне, ятне, ашшĕн ятне, ăçта пурăннине, мĕнле ялшăн сасăланине пĕлтермелле.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра пурӑнакансем хӑйсем мĕнле ялсене 4G сотовый çыхăну иртермеллине суйласа илме пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра пурӑнакансем хӑйсем мĕнле ялсене 4G сотовый çыхăну иртермеллине суйласа илме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: