Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
14 Октябрӗн 2021, 19:49

Пушкӑртстанра ял территорийӗсене аталантармалли программӑпа 75 ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатӗ

Пушкӑртстан "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" патшалӑх программине хутшӑнни 75 ҫемьене пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма май парать.

ПР вице-премьерĕ ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов кӑҫал 48 ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма субсиди илнине палӑртрӗ. Унсӑр пуҫне тара илмелли ҫурт-йӗр договорĕ тӑрӑх илмелли 27 ҫемьене пурӑнмалли ҫурт-йӗр уйӑрса пама палӑртнӑ. Ҫапла вара программа Пушкӑртстанӑн 75 ҫемйине ҫӗнӗ ҫурта куҫма май парать.
Ҫавӑн пекех 17 районта программа шайӗнче ял территорийӗсене тирпей-илем кӗртес енӗпе 35 проект пурнӑҫланӑ, 26 ҫухрӑм газ пăрăхĕ тата 44 ҫухрӑм шыв пӑрӑхӗ кӗртнӗ. Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантармалли проектсем тӑрӑх Альшей районӗнчи Раевка ялĕнче 375 вырӑнлăх шкул тата Бурай районӗнче Бураево ялĕнче физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс тума пуҫланӑ. Ҫакӑнсăр пуçне тата Благоварпа Бурай районӗсенче комплекслӑ ҫурт-йӗр лартмалли тӑватӑ проект пурнӑҫланать, палӑртрӗҫ Пушкӑрт Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службинче .
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра ял территорийӗсене аталантармалли программӑпа  75 ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене  лайӑхлатӗ
Пушкӑртстанра ял территорийӗсене аталантармалли программӑпа 75 ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: