Паянтан пуҫласа ҫыравҫӑсем килсерен ыйтса çÿреме пуҫлаҫҫӗ, пӗлтерчӗҫ Башстатра.
Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстанра октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен халӑх ҫинчен калакан сведенисене пухнӑ çĕрте ĕçлекен 7431 ҫыравҫӑ вĕреннĕ, тест панă, паянтан вĕсем ĕçе пуҫлаççĕ.
Пушкӑртстан халӑхӗн йышӗпе Раҫҫейри регионсен хушшинче ҫиччӗмӗш вырӑн тата федерацин Атӑлҫи округӗнчи хисепӗпе пӗрремӗш вырӑн йышӑнать. Республикӑри сведенисене пухма ҫыравҫӑсем ҫынсем пурӑнакан е пурӑнма пултаракан 1,9 млн яхӑн пурӑнмалли пӳлӗме ҫаврӑнаҫҫӗ. Вӗсем килтен киле ҫӳрӗҫ те халӑха ирхинехи 8 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ыйтса пӗлӗҫ.
"Ҫыравҫӑн ӗҫӗ ҫӑмӑл мар. Унӑн хуҫалӑхсен хӑш-пӗр хисепне ҫаврӑнса тухмалла, ҫырав ирттересси тата ҫырав докуменчӗсене тултарасси ҫинчен инструкцие пӗлмелле, халӑх ҫинчен пӗлтерекен сведенисене пухнӑ чухне планшетпа усӑ курма пӗлмелле. Унсӑр пуҫне унӑн кашни респондентпа пĕр чĕлхе тупма пӗлмелле, — палӑртрӗҫ республика статистикисем.
Октябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа ҫыравҫӑсем халӑхпа ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ ӗнтӗ, хваттерсемпе ҫуртсене ҫаврӑнаҫҫӗ, "Госуслуги" портал урлӑ е ҫырав участокӗсенче ҫырав ӗҫне хутшӑнман ҫынсенчен ыйтса пӗлӗҫ. Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ 2021 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен цифра технологийӗсемпе анлӑ усӑ курса иртет. Пурӑнмалли пӳлӗмсене пӑхса тухнӑ чухне ҫыравҫӑсем тӑван ҫӗршыв производствин планшетлӑ компьютерӗсемпе усӑ курӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫырса илекен участоксенче, ҫав шутра патшалӑх тата «Манӑн документсем» муниципалитет пулӑшӑвӗсен нумай функциллӗ центрӗсен пӳлӗмӗсенче ҫырӑнма пулать.
Чи кирли: ҫак даннӑйсене пурне те респондент сӑмахӗсенчен кӑна тултараҫҫӗ. Ҫырса илекенӗн нимӗнле документ та памалла мар.
«МГ» информацийĕпе.