Раҫҫейре коронавирус инфекцийӗпе чирлесси малалла аталанать. Юлашки талӑкра 33 740 ҫӗнӗ чир ертнине палăртнă. Паян РФ правительстви ҫумӗнчи COVID-19 РФ сывлăх сыхлав министрĕ Михаил Мурашко каланă тăрăх, регионсенче эпидпроцесс "симметрилле мар" иртет.
"Ултӑ субъектра ҫивӗч лару-тӑрӑва палӑртасшӑн эпӗ: ку вӑл Удмурт Республики, Пермь крайӗ, Оренбург облаҫӗ, Пушкӑртстан, Тюмень облаҫӗ, Иваново облаҫӗ тата Тутарстан Республики, — терӗ сывлӑх сыхлав министрӗ. — Лару-тӑрӑва уйрӑм майсем, ҫав шутра чикĕлекен мерӑсем ытларах йышӑнмалла, ҫавӑнпа эпир асӑннӑ регионсене хушма медицина бригадисем ятамăр та. Паян вӗсем унта ӗҫлеҫҫӗ".
Раҫҫей правительствин вице-премьерӗ, федераци оперштабӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Голикова та чирлекенсем нумайланнине палӑртрӗ. Вӑл Владимир Путинран октябрӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен ӗҫлемелли мар кунсем кĕртме ыйтма сӗнчӗ. Ҫав хушӑрах темиҫе регион валли октябрӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫлемелли мар кунсене пӑхса тухма палӑртнӑ.
Пушкӑртстанра коронавируспа чирлесе ӳкнисен шучӗ 78 пин ҫынран та ирттерет. Иртнӗ талӑк хушшинче COVID-19 664 ҫынра ҫирӗплетрӗҫ. Вакцмнациленӗ ҫынсен пӗтӗмӗшле йышӗ 78 137 ҫын шутланать. Пурĕ COVID-19-ран 67 571 ҫын сывалнӑ, ҫав шутра 458-шӗ иртнӗ талӑк хушшинче сывалнӑ. 35 пациент коронавирусран вилнӗ. I компонентпа вакцинациленӗ — 1 457 073 ҫын, II компонентпа — 1 263 998 ҫын.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков